Паллă спортсменпа тĕл пулни хавхалану кÿчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:40 Просмотров: 109

Вăрнар округĕ Чăваш енри чи спортивлă тăрăхсенчен пĕрин ячĕпе чăннипех мухтанма пултарать. Вырăнти тренерсем патĕнче ăсталăх пухакан спортсменсем республикăри тата Раççейри ăмăртусен çĕнтерÿçисем кăна мар. Пирĕн воспитанниксенчен тĕнче аренисенче тăван тăрăх чысне çÿле çĕклекенсем те пур. Вĕсем - пирĕн мăнаçлăх.

Унсăр пуçне округ çыннисем сывă пурнăç йĕркине суйлани, пĕрмаях хусканура пулма тăрăшни те питех те савăнтарать. Çакă вăрнарсем ГТО юхăмне çултан-çул хастартарах та хастартарах кĕрсе пынинчен те аван курăнать. Пурнăçа спортпа çыхăнтарнисем кăна мар, ахаль çынсем, ĕç коллективĕсем, шкул вĕренекенĕсем те, ача сачĕсен воспитанникĕсем те вăй-хал çирĕплĕхне тĕрĕслеççĕ, хăйсен ÿсĕмĕсенчи нормативсене ăнăçлă тултараççĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса ку юхăма ыттисем те хаваспах туртăнаççĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Сергей ПОЛИТОВ, культура пайĕн

пуçлăхĕн заместителĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика