Тренерсене - пĕр миллион

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:41 Просмотров: 152

Республикăра «Земство тренерĕ» конкурса хутшăнас кăмăллă çынсене суйласа илмелли тапхăр пуçланни çинчен пĕлтернĕ.

Вăл физкультурăпа спорт сферин специалисчĕсене 50 пин таран çын пурăнакан ял-хулара ĕçлемешкĕн явăçтарма пулăшĕ. Конкурс çĕнтерÿçисем 1 миллион тенкĕпе танлашакан саплаштару тÿлевне илĕç. Çак укçана пĕр хут параççĕ, унпа тренер хăйне кирлĕ пек усă курать.

Конкурса физкультурăпа спорт енĕпе аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çынсем, профильлĕ вĕрентÿ организацийĕсен юлашки курсĕн студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Çакăн пек услови пур: конкурс çĕнтерÿçисен физкультурăпа спорт организацийĕсемпе 5 çултан кая мар вăхăтлăха тулли ĕç кунĕпе вăй хумалли ĕç килĕшĕвĕ тумалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика