Тĕрĕслени шанчăклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.08.2026, 13:39 Просмотров: 137

Кăçалхи çур çулта Чăваш енри банк тытăмĕнче суя паллăсем пур вунпĕр укçа тупнă иккен. Ку хисепрен пиллĕкĕшĕ - пилĕк пин тенкĕлĕх банкнотăсем, пĕрер хут укçа - 50, 100 тата 1000 тенкĕлĕххисем.

Çаврăнăшра суя тимĕр укçасем те пулнă - вунă тенкĕ номиналлисем виççĕ. Çакăн çинчен Раççей Банкĕн Чăваш енри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтерет.

Харпăр хăйне суя укçаран хÿтĕлес тесен ăна енчĕке хуриччен лайăх тĕрĕслеме сĕнеççĕ банк специалисчĕсем. Банкнотăсен чăнлăхне кашниех хăех палăртма пултарать. Çакна валли виçĕ хÿтĕлев паллине тĕрĕслемелле: алăпа тытса, çутă çинче пăхса тата чалăштарса. Ку хÿтĕлев паллисем тата чăн укçа мĕнле пулмалли пирки тĕплĕ информаци Раççей Банкĕн сайтĕнче тата «Банкноты Банка России» тÿлевсĕр мобильлĕ приложенире пур.

- Укçа чăнлăхĕ пирки иккĕленÿ пулсан, ăна илмесен лайăхрах. Енчен те суя пек туйăнакан банкнота сирĕн енчĕке лекнех-тĕк, унпа таваршăн е тивĕçтерÿсемшĕн тÿлеме усă ан курăр. Купюрăна кирек мĕнле коммерци банкне тĕрĕслеме пама пулать, - ăнлантарать Чăваш енри уйрăм ертÿçи Максим Фролов.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика