Çакăн пек сумпа ĕмĕрлĕх асра пулĕ Кив Сăрьел каччи Александр Убаков
Иртнĕ эрнере, августăн 15-мĕшĕнче, унăн çуралнă кунне паллă тумаллаччĕ. Анчах та пĕр кун маларах унăн тăван килĕ çынсене пачах та урăх сăлтавпа пуçтарнă – паттăр ячĕпе Александр ÿссе çитĕннĕ пÿрт çинче Асăну хăми уçнă.
Пухăннисем Александр чăннипех те хастар чĕреллĕ çамрăк пулнине палăртнă. Шкул пĕтерсен вăл Шупашкарти 19-мĕш училищĕне вĕренме кĕнĕ.
2002-2004 çулсенче Çурçĕр Кавказра, Çурçĕр Осети-Аланире тата Моздокра службăра тăнă. Демобилизаци хыççăн хăйĕн профессийĕпе тимленĕ. 2019 çулта Раççей Оборона министерствипе контракт çырнă, Самарăра службăра тăнă, Таджикистан Республикинчи мирлештерÿ операцине хутшăннă.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
