Кăçалхи выпускниксем кĕç-вĕç çитекен экзаменсене хумханса кĕтеççĕ. Калининăри шкулта вара тĕрĕслевсен тапхăрĕ ыттисенчен кăшт маларах пуçланчĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
Çирĕпленнĕ йăлапа – илемпе ăсталăх «экзаменĕнчен». Чылай çул ĕнтĕ шкултан вĕренсе тухакансем вальс ташлассипе чи çаврăнăçуллисене палăртаççĕ. Ăнсăртран мар кĕртнĕ ку хăйне евĕрлĕ тĕрĕслеве. Вăл – воспитани ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ пĕр енĕ. Кунта ачасем сăн-питпе тата кĕлеткепе кăна мар, чунпа та илемлĕ çитĕнччĕр тесе тăрăшаççĕ. Ташă вара çак ĕçре – пысăк пулăшуçă.
«Шкулта паян уяв кăмăл-туйăмĕ хуçаланать. Çĕкленÿлĕх, савăнăç-кулă, чиперлĕх... Паллах, ташă картине тухакансен чĕрисенчи хумхану та. Пурне те ăмăрту çинчен манма сĕнетĕп. Кашни хусканупа киленĕр, умри экзаменсем умĕн хавхалану илĕр», – ăнăçу сунчĕ пурне те Татьяна Павловна Ефимова директор.
Кĕçех вальс çеммипе жюри тата куракансем умне тăваттăмĕшсем тухрĕç. Хĕрпĕрчисем юмахри балта çаврăнакан пикесем тейĕн. Арçын ачасем те вĕсенчен юлмаççĕ: çивĕч, маттур. Çулĕсемпе аслă мар пулин те, ташлакансен кашни хусканăвĕнче – çыпăçулăх, çепĕçлĕх.
Тăваттăмĕшсене, ак, тăххăрмĕш классем ылмаштарчĕç. Хÿхĕм хĕрсенчен куç илме çук: акăш евĕр ярăнса «шăваççĕ». Каччисем вĕсене черченнĕн, çав вăхăтрах çирĕппĕн ертсе пыраççĕ. «Каччисем те мĕнле чипер. Йăрăс пÿллĕ, яштака», – хавхаланса калаçни илтĕнчĕ куракансем хушшинче.
Вунпĕрмĕшсем те пурне те ăсталăхпа тыткăнларĕç. Ташă техники, çаврăнăçулăхĕ çÿллĕ шайра. Вĕсем тата ытти ташăçсем вальс вăрттăнлăхĕсене чуна хывма пултарнинче Надежда Владимировна Тикинева вĕрентекенĕн тÿпи калама çук пысăк.
Ăмăрту ăмăртăвах, çĕнтерÿçĕсен ячĕсене пĕлтермелле. Жюри хаклавĕпе «Чи лайăх ташă мăшăрĕ» ята вунпĕрмĕшсенчен Олеся Порфирьевапа Андрей Григорьев, тăххăрмĕшсенчен Анастасия Петровапа Святослав Горшков тивĕçрĕç.
Тĕрĕссипе, вĕренекенсен вальсĕ, вĕсен илемĕпе пултарулăхĕ вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене, Калинино çыннисене асамлă уяв парнелерĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |