Пулăшăва лайăхлатма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:12 Просмотров: 15

Чăваш енре «Амăшлăха тата ачалăха сых-ласси» программăна 2025-2030 çулсенче пурнăçламалла. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачасене, пепке çуратма хатĕрленекен çемьесене, ача кĕтекен хĕрарăмсене па-халăхлă медицина пулă-шăвĕпе тивĕçтересси.

Тĕп задачи - 2030 çул тĕлне республикăра пурăнакансен репродуктивлă сывлăхне çирĕплетесси. Ку программа «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçа кĕрет. Акушерпа гинекологи пулăшăвне лайăхлатма хĕрарăмсен консультацийĕсене 11 округпа хула медучрежденийĕсенче уçнă. Кунсăр пуçне республикăра медицинăпа социаллă пулăшăва кÿме 24 кабинет ĕçлет.

Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова çирĕплетнĕ тăрăх, 2030 çул тĕлне республикăри 18-49 çулчченхи çынсен 50 проценчĕ репродуктивлă сывлăха хакламалли диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика