Чăваш халăхĕ вырăсланса пыни кулянтарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:09 Просмотров: 14

Эпир пулнă, пур, пулатпăр...

Çакăн пек çунатлă сăмахлăх çÿрет чăваш халăхĕ хушшинче 1962 çулта паллă поэт Петĕр Хусанкай çырнă çав ятлă сăвă тухнă хыççăн. Ку йĕрке тăван сăмах нихăçан та ан сÿнтĕр, пĕлтерĕшне ан çухаттăр, ÿсекен ăру хăй чăваш ачи пулнине ан мантăр текен хăйне май манифест пулса тăчĕ. Анчах та юлашки çулсенче çак чĕнĕве уяман самантсемпе тĕл пулма тивет.

Тĕлĕнмелле те, чăвашлăха хисеплеменни ытларах ялта куç тĕлне пулать. Хулара апла мар, автобуссемпе троллейбуссенче пулас чарăнусем çинчен икĕ чĕлхепе пĕлтереççĕ, кантурсен, урамсен ячĕсене, обществăлла транспортăн чарăну павильонĕсем çине те çавăн пек çырнă. Урамсенче те ытларах чăвашла калаçнине илтме пулать. Пасарта е лавккасенче те чăвашла сăмах хушсан сутуçăсем хавасланаççĕ, вĕсемпе туянакан хушшинче ăшшăнлăх туйăмĕ çуралать. Эпĕ хам та, тĕл пулнă çын чăвашла саламласан, вăл мана хисепленĕн туятăп.

Манăн тăван ялта, Пăртасра, шел те, юлашки çулсенче вырăс чĕлхи пуç пулма пуçларĕ. Урам ячĕсем вырăсла кăна. Ялти тăватă магазинтан ĕç вăхăтне иккĕшĕн çинче кăна чăвашла кăтартнă. Çакнашкал тĕслĕхсем тата та пур. Юлашки 10 çулта çуралнă ачасем вырăсла ытларах калаçаççĕ. Нумаях пулмасть ялти «Гномики» садикре пуçламăш воспитани илекен ачасемпе тĕл пулса вĕсене ял тата колхоз историйĕ, тăван тăрăхăн паллă çыннисем çинчен каласа пама тÿр килчĕ. Çавăн чухне авалхи, 306 çулхи ялăн хальхи ачисем чăвашла ăнлансах кайман пирки вĕсемпе вырăсла калаçма тиврĕ. Çакна та палăртса хăварас тетĕп: воспитатель эпĕ каланине мĕнле ăнланни çинчен ыйтсан туххăмрах тĕрĕс хуравларĕç. Ăслă та тăнлă, шел те, çав вăхăтрах чăваш чĕлхине ăнланман ачасем çитĕнеççĕ Пăртасра.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика