Ачаран юрă-ташăра ÿсни культурăна илсе çитернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:10 Просмотров: 17

Пултарулăх ун чунне ачаранах кĕрсе вырнаçнă. Çавăнпах та ĕнтĕ шăпа шкул хыççăн ăна урăх профессипе çыхăнтарнă пулин те çулсем иртсен вăл пурпĕр пурнăçне культура тытăмĕпе çыхăнтарнă. 25 çул ĕнтĕ ентешсене тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе тыткăнлать, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Паянхи манăн сăмахăм - районти культура çуртĕнче тимлекен Марина Валериевна Григорьева пирки.

Марина Валериевнан пурнăç йĕркеленĕвне çемье пысăк витĕм кÿнĕ. Тĕрĕсрех, юрлас-ташлас, музыка инструменчĕсемпе выляс ăсталăх ашшĕ-амăшĕнчен куçнă. Ашшĕ Валерий Иванович Максимов Чăрăш Ишекри паллă гармонист пулнă. Çамрăк чухне вăл Шупашкарта Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн йышĕнче те тăнă, чылай концерта хутшăннă. Анчах та шăпа ăна çуралнă ялĕнче тĕпленме пÿрнĕ.

Валерий Иванович час-часах алла купăс тытнă. Ăна ялти пуçламăш шкулти мероприятисене, ентешĕсем çемье уявĕсене пĕрмаях чĕннĕ. Ăста гармонист пур ÿсĕмри çынна илемлĕ кĕвĕсемпе тыткăнлама пултарнă.

Марина Валериевнан чунне те юрă-кĕвĕ пĕчĕкренех кĕрсе вырнаçнă. Купăс чĕлхине вĕрениччен вăл, хăй астăвасса, алсиш йĕпписемпе ăшă батарейисене шаккаса юрăсене манерленĕ. 5-мĕш класра чухне вара, килте çĕнĕ купăс туянсан, унран уйрăлман.

- Тулăра туса кăларнăскер. Тăватă регистрлă. Малтанах Ирина аппапа ăна ик енчен тытса туртаттăмăрччĕ. Çакна атте курчĕ те çирĕппĕн: «Выляс тетĕр пулсан йĕркеллĕ ларса выльăр»,- терĕ. Çакăнтан тăрăшса инструмент вăрттăнлăхĕсене уçма тытăнтăм. Малтан пĕр енчи чĕлĕхĕсемпе, кайран икĕ енне пĕрлештерме хăнăхрăм, - кăмăллăн аса илчĕ вăл.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика