Вăрнар округĕн йĕлтĕрçисем хăйсем маттуррине тата тепĕр ăмăртура çирĕплетрĕç. Канмалли кунсенче Шупашкарта Хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕнче иртнĕ тĕп стартра - Чăваш Республикин чемпионачĕпе первенствинче - лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Ăмăртусем икĕ куна пынă. Классика стилĕнче çамрăксенчен Анастасия Политова уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Вăл 3-мĕш вырăн йышăннă. Александр Тикинев финиша тăваттăмĕш, Даниил Тикинев улттăмĕш, Роман Петров пиллĕкмĕш çитнĕ. Кусем пурте - Юрий Александрович Тикинев тренерăн воспитанникĕсем. Спортсменсем 10 километрлă дистанцире тупăшнă.
Аслисем хушшинче Галина Павлова кĕмĕл, Владимир Тикинев тата Ирина Кочкина бронза медальсене тивĕçнĕ. Арçынсен 15, хĕрарăмсен 10 км хыçа хăварма тивнĕ.
Иккĕмĕш кунне ирĕклĕ стильпе 5 километрлă дистанцире Галина Павлова каллех маттур пулнă - 2-мĕш вырăн йышăннă. Анастасия Политова, Александр Тикинев тата Даниил Тикинев вунă чи вăйлă йĕлтĕрçĕ йышне кĕнĕ.
Январь 2026 |
