Ырă туни ырăпах таврăнтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:06 Просмотров: 13

Юлашки 7 çулта Кив Шуртан ялĕнче пуçаруллă бюджет программипе 6 проекта ĕçе кĕртнĕ. Вĕсенчен виççĕшне ял халăхĕнчен укçа-тенкĕ пухмасăрах, ыр кăмăллă спонсорсем пулăшнипе пурнăçланă. 2021 çулта Алексей Яковлевич Игнатьев фермер хăйĕн укçипе ял халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ объект - пĕве - туса пачĕ. 2024 çулта «Звездопад» организацин директорĕ Владимир Сергеевич Яковлев Комсомольски урамĕнчи çула юсаса çĕнетме пулăшрĕ. Пĕлтĕр вара ял халăхĕшĕн тепĕр савăнăçлă пулăм пулчĕ - çĕнĕ ача-пăча площадкине хута ячĕç. Ăна тума Алексей Михайлович Харитоновăн проект организацийĕ сумлă тÿпе хыврĕ. Эпир çак спонсорсене пысăк чун-чĕреллĕ пулнăшăн, ял халăхне пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама пулăшнăшăн чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.

2025 çулта тата тепĕр пархатарлă та сăваплă ĕçе пурнăçлама вăй çитертĕмĕр - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа палăк тата ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсен ячĕпе Мухтав аллейи уçрăмăр. Пысăк проекта пурнăçлама Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова пулăшрĕ. Пире 1 млн тенкĕ уйăрса пама пултарчĕç. Палăк çумĕнче ÿсекен 50 метрлă йывăçсене касса тирпейлес ыйтăва та Надежда Валериановна пулăшнипех татса пама май килчĕ. Валентин Николаевич Павлов фермер вара хăйĕн тракторĕпе 50 метрлă йывăçсене тиесе тухрĕ. Вĕсене те пысăк тав сăмахĕ калатпăр, ĕçре ăнăçупа ÿсĕм-çитĕнÿсем сунатпăр. Кĕçĕн Кипек территори пайĕн пуçлăхне Сергей Калистратович Волкова пирĕн ĕмĕтсене пурнăçлама пулăшса пынăшăн тав тăватпăр.

Асăннă çынсен ырă ĕçĕсене пула пирĕн ял сăн-сăпачĕ илемленсех пырать. Пурне те тепĕр хутчен чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăватпăр, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр. Ырă туни каялла тата нумайрах таврăнтăр, малалла та пархатарлă ĕçсем тума майсем тупăнса пыччăр.

Кив Шуртан ял çыннисем

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика