Вакра шыва кĕни усă кÿтĕр тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:04 Просмотров: 14

Вакра шыва кĕни усă кÿтĕр тесен Православи тĕнне ĕненекенсем пысăк уява паллă тума хатĕрленеççĕ. Тунтикун,

январĕн 19-мĕшĕнче, - Кăшарни е Турă пăр çине анни. Çав кун Иисус Христос Иордан шывĕнче тĕне кĕнипе çыхăннă.

Виçĕ кун хушши çăлри, пĕвери, юханшыври шыв çветтуй шутланать. Турă пилне илес, чир-чĕртен сывалас ĕмĕт-тĕллевпе хăшпĕрисем вак касса юханшывра е пĕвере шыва кĕреççĕ.

Анчах сивĕ шыва пурин те кĕме юрамасть. Шăннипе тăтăшах чирлекенсен, ача кĕтекен хĕрарăмсен, çавăн пекех иммун системи хавшаккисен, вăрах чирпе аптăракансен вакра шыва кĕмелле мар. Паллах, ÿсĕр çынсен вак çывăхне те пыма юрамасть.

Вăрнар округĕнче шыва кĕме пилĕк вырăн уйăрнă: Калинино чиркĕвĕн территорийĕнчи, Пайăкри, Авшак Элменти купельсенче, Анаткас Хапăсри Алтаки пĕвинче тата Кив Шуртанти ял пĕвинче.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика