Стипендиатсем саккăрăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:12 Просмотров: 112

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев стипендиатсене палăртакан указа алă пуснă

Творчествăри ăнтăлушăн, хастарлăхшăн, вĕренÿри, ĕçри çитĕнÿсемшĕн Вăрнар тăрăхĕнчен маттуррисен йышне кăçал та саккăрăн кĕнĕ. Вĕсем:

Даниил Александров, Мария Никитина, Дмитрий Фирсов тата Полина Шабанова - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем.

Линда Журавлева - полицин «Вурнарский» пайĕн преступленисене тĕпчекен ушкăнăн аслă следователĕ.

Мария Кроткова - Ярмушкари вăтам шкулта вĕренекен.

Анастасия Крючкова - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти музыка учителĕ.

Денис Майков - И.Н.Никифоров ячĕллĕ Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ.

Стипендиатсем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 2500 тенкĕ илсе тăрĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика