Вăрнарсем икĕ турнирта та малтисен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:05 Просмотров: 117

Канмалли кунсенче «Рассвет» спортшкулăн кĕрешÿçисем икĕ турнирта палăрчĕç.

Канаш округĕнче Антон Григорьева асăнса ирттернĕ турнирта Вăрнар спортсменĕсем ултă медаль çĕнсе илнĕ. Денис Аристархов, Даниил Трофимов тата Варвара Волкова ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Максим Григорьев, Артем Федоров тата Вероника Лескина пьедесталăн виççĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçнĕ.

Даниил Трофимова çавăн пекех чи лайăх техникăшăн парнепе хавхалантарнă.

Ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе ирттернĕ ăмăртăва Чăваш енри спортсменсемсĕр пуçне Тутарстан тата Мордови Республикин кĕрешÿçисем те хутшăннă.

Патăрьелĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн М.Зейнетдиновăн парнисемшĕн иртнĕ турнирти кăтартусем те аван. Даниил Александровпа Максим Иванов хăйсен виçе категорийĕнче чемпионсем пулса тăнă. Денис Константинов, Максим Константинов, Даниил Михайлов тата Кирилл Иванов бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика