Спортсменсемшĕн кану кунĕсем çук

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2026, 09:06 Просмотров: 14

Çĕнĕ çулăн вăрăм кану кунĕсем спорт мероприятийĕсемпе тулăх пулчĕç. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем каникулăн малтанхи кунĕсенчех йĕлтĕрсем, конькисем çине тăчĕç. Çамрăк футболистсем ашшĕсене турнира йыхравларĕç - «Химик» стадионта ăмăрту йĕркелерĕç.

Çавăн пекех «Рассвет» спорт шкулĕнче ятарлă çар операцийĕн участникĕсене Алексей Михайлова тата Николай Романова асăнса футзал енĕпе турнир иртнĕ.

Мини-футбола кăмăллакансем те ăмăрту йĕркеленĕ. Унта 15 команда хутшăннă.

Вăрнар тăрăхĕнче сĕтелçи теннис тĕсне пуçарса яракана - Ярмушкари Федор Соколова - асăнса иртекен йăлана кĕнĕ турнир та чылай спортсмена пуçтарнă. Кăçал унта ытти округ спортсменĕсем те хутшăннă.

Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова Уравăш салинче волейболистсене саламланă. Кунта ку тĕспе ăмăртусем икĕ куна пынă. Ăна çĕнетнĕ спортзала уçнă ятпа йĕркеленĕ.

Надежда Валериановна ялăн спорт инфраструктурине аталантарни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Кунти спортзал ултă çула яхăн хупă тăнă. Вырăнти влаç тата ял хастарĕсем тăрăшнипе ăна хутса ăшăтмалла тума май килнĕ.

Турнир хыççăн спорт объектне хăтлăх кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика