Ашкăнсан инкек тухать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.06.2022, 11:54 Просмотров: 717

Ача-пăчан пĕрмаях выляс, пĕтĕмпех тĕрĕслесе пăхас килет. Вĕсене пĕр вырăнта ларма-тăма йывăр. Анчах нумайăшĕ çав вăхăтра чи пĕлтерĕшли пирки – хăрушсăрлăх çинчен – манать.

Хăшĕсем асăрханмаллине ăнланмаççĕ пулсан, теприсем пĕлсен те чарăва юриех пăсма хăтланаççĕ.

– Пĕр кун пĕлĕшпе иксĕмĕр поселок урамĕпе уçăлса çÿретпĕр. Куратпăр: пĕр çурт çывăхĕнче ачасем тем хĕвĕшеççĕ. Çывăхарах çитрĕмĕр те – ак, тамаша, тирек мамăкне пухнă та хайхисем, чĕртсе ярасшăн иккен. Хытах ятларăмăр шăпăрлансене, пушар кăларатăр вĕт, терĕмĕр. Ăнланчĕç пулсан лайăх-ха та. Тепĕр вăрттăнрах вырăна кайса ан ашкăнччăр кăна, – пăшăрханса калаçрĕ поселок çынни, редакцие килнĕскер.

Пушар хуралĕн сотрудникĕсем те асăрхаттараççĕ: çулла тирек мамăкĕ чăнах та чылай инкек сăлтавĕ пулса тăрать. Вăл çуртсемпе хуралтăсем çывăхĕнче, автотранспорт стоянкисенче, кил картисемпе тротуарсем çинче пухăнать, çăмăллăн хыпса илет те пысăк лаптăк çинче хăвăрт сарăлать.

Сайра мар пушар шăпах та ачасен айăпĕпе алхасать. Вĕсем синкер кăларасси пирки шутламаççĕ çав, хăйсем шар курассине те шута илмеççĕ – ашкăнса кăна пултăр.

– Çавăнпа та ачасем тирек мамăкĕпе аташнине, чĕртме хăтланнине курсан аякран иртсе ан кайăр, инкеке асăрхаттарма тăрăшăр. Шăрпăк-зажигалка та килте ача-пăча аллине лекмелле, ирĕклĕ выртмалла мар, – аса илтереççĕ асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем.

Йывăç мамăкĕ пушар сăлтавне ан куçтăр тесен, çак правилăсене пăхăнма сĕнеççĕ:

Уçă çулăмпа усă курнă чух яланах питĕ тимлĕ пулмалла.

Ачасен хăрушла вăййисене чарăр. Ашкăну синкерлĕ тата пысăк тăкакпа вĕçленме пултарнине çирĕп ăнлантарăр. Ан манăр: вĕсен айăпĕпе кÿнĕ тăкака саккун ашшĕ-амăшне саплаштарма хушать.

Сварка тата çулăмпа çыхăннă ытти ĕçсене тĕплĕн хатĕрленсе ирттермелле.

Пиротехника изделийĕсемпе те хăрушсăр усă курмалла.

Тирек мамăкĕ хыпса илесрен коммуналлă службăсен ăна вăхăтра тасатмалла, картишсемпе тротуарсене, ытти вырăнсене шывпа пĕрĕхтермелле.

Уйрăм кил-çуртра пурăнакансен те йывăç мамăкне хуçалăхра пухăнса тăма памалла мар.

Инкеклĕ лару-тăру тухсан вăхăта çухатма юрамасть, хăвăртрах «01», «101», е «112» номерсемпе пулăшу службисене чĕнмелле.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика