Йĕрке хуралçисен куллен ĕçлеме тивекен преступленисенчен ытларах пайĕ – ют пурлăха вăрлани.
Полицин «Вурнарский» пайĕнчен пĕлтернĕ информаци тăрăх, ку уйăхри криминаллă хроника та çавнах çирĕплетет. Кунтах – кил-хуçалăхран, лавккасенчен çаратни те, асăрхавсăр хăварнă япаласене йăкăртни те.
Иртнĕ вырсарникун акă 15-ри хĕрача 71-ри ватăнне укçа вăрланине регистрациленĕ. Ку ĕç Вăрнарта каçхине пулнă. Çав вăхăтра пенсионеркăн хваттерĕнче пулнă хĕрача, унăн тимсĕрлĕхĕпе усă курса 6000 тенкĕ вăрттăн илсе тухнă. Хĕрача ку пăтăрмахчен шалти ĕçсен пайĕнче профилактика учетĕнче тăман.
Тепĕр тĕслĕх вара Санарпуçĕнче çырăннă. Унта 24-ри çамрăк, хальччен судпа айăпланманскер, пĕр хуçалăх кил картине ирĕклĕнех кĕнĕ. Хуçине 1 пин тенкĕ енне тăкак кÿнĕ: хура металл тимĕр-тăмăрне вăрланă.
Лавккаран тавар йăкăртнипе çыхăннă киревсĕр ĕçе те шута илнĕ. Пĕр пысăк суту-илÿ сечĕн поселокри лавккинче пулнă ку. Каярахпа палăртнă тăрăх, 25-ри хĕр апат-çимĕç продукчĕсене вăрттăн илсе тухнă (тăкакĕ 300 тенкĕ ытларах).
Полици сотрудникĕсен çавăн пекех Уйкас Явăшри преступленипе айăплине палăртассипе те ĕçлеме тивнĕ. Ялти пĕр хуçалăхăн лаççинчен иртнĕ уйăх вĕçĕнче алюмини фляга-пичке тата дюралюмини ытти савăт-сапа чылай «ураланни» çинчен пĕлтернĕ-мĕн. Кунта кам тустарнине те йĕрке хуралçисем çийĕнчех тупнă. Вăл ку ял çынниех, ниçта та ĕçлемен, саккуна пăснипе унччен те лекнĕ 35-ри арçын тесе шутлаççĕ.
Айкăшра вара такам урамра ларакан ВАЗ-21124 автомашинăн икĕ урапине кăларса кайнă. Çавăн пекех Вăрнарти пĕр лавкка çывăхĕнчен велосипед çухални çинчен те пĕлтернĕ полици пайне. Асăрхавсăр тăратса хăварнăскере хуçи шыраса тупайман иккен. Ют транспортпа «ярăнакана» ведомствăна пăхăнман хурал пайĕн экипажĕ тепĕр сехетренех тытса чарнă. Çак 62-ри арçыншăн саккуна пăсни пĕрремĕш хут мар, суд умне темиçе те тăма тивнĕ унăн.
Уйăх пуçланнăранпа регистрациленнĕ киревсĕр ĕçсем хушшинче наркотиксемпе çыхăннисем те пур. Икĕ тĕслĕхре Вăрнар çыннисем наркотиклă хатĕрсемпе усă курса ăс-тăна минретнине палăртнă.
Полицин «Вурнарский» пайĕнчен хыпарланă тăрăх, килте спиртлă шĕвексем сутакансем те темиçен те «çакланнă». Вăл шутра – Мăн Явăш, Услапа Нурăс ялĕсенче, Уравăшпа Калинино салисенче, Вăрнарта.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |