Наркăмăшланас мар тесен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:49 Просмотров: 604

Çуллахи вăхăтра ахаль тата пылак шыв нумай ĕçнипе, чĕрĕ улма-çырла, санитари нормисене тивĕçтермен фастфудсем çинипе час-часах наркăмăшланма тата вар-хырăма инфекци ертме пулать.

Наркăмăшлантаракан тата инфекци чирĕсем (сальмонеллез, дизентери, стафилококк, вирусла А гепатит) пуçаракан продуктсем шутне хăймапа е майонезпа хутăштарнă салатсем, кремлă кондитер изделийĕсем, шаурма, котлетсем, рулетсем, паштетсем, студень кĕреççĕ. Вар-хырăм улма-çырлана çумасăр, çĕрме пуçланине е хуппи айăпланнине çисен те пăсăлать.

Халĕ роллы тата суши çиесси «модăра». Анчах вĕсене вăрах упрама юрамасть, уйрăмах чĕрĕ пулăран хатĕрленине. Микробиологсем вĕсенче çав тери нумай микроб пухăннине палăртаççĕ. Лаборатори тĕпчевĕсем вĕсем нормăран вуншар хут пысăккине кăтартаççĕ.

Арбуз та хăрушлăх кÿрет. Унпа наркăмăшланнине нумайăшĕ нитратсенчен тесе шутлать. Тĕрĕссипе вара çакăн патне ăна çийиччен гигиенăна пăхăнманни илсе çитерет. Каснă арбузсене туянни хăрушă. Вăл çурăк пулни те ку çырлара бактерисене хунама май туса парать.

Йÿçек сĕт продукчĕсенчен, шашлăкран наркăмăшланма пулать.

Наркăмăшланас мар тесен апат продукчĕсене сутма ирĕк паман вырăнсенчен е палламан çынсенчен илме юрамасть. Уйрăмах сĕт-хăймана, тăпăрчăна, килте консервланă продуктсене. Маркировка этикетки çук е упаковка пăсăлнă, срокран тухнă таварсем те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Паллах, апат çийиччен е хатĕрличчен алă çумаллине манмалла мар. Вар-хырăм пăсăлсан, температура хăпарсан тухтăр патне каймалла. Çак сĕнÿсене шута илни сывлăхăра упрама май парĕ. Апат-çимĕçе хурт-кăпшанкă, кăшлакан чĕрчунсем, ытти чĕрчунсем кĕмелле мар вырăнта упрамалла.

Т.АЛЕКСЕЕВА,

Вăрнарти гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врач-бактериологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика