Диспансеризаци – çĕнĕ йĕркепе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:49 Просмотров: 516

Кăçалтан уйрăм категорири аслă ÿсĕмри çынсене диспансеризаци витĕр кăларас çĕнĕ йĕрке пурнăçа кĕчĕ.

Çын хăйĕн сывлăхне кура диспансеризаци тăтăш тухни пĕлтерĕшлĕ. Практика кăтартнă тăрăх, хăйне сывă тесе шутлаканăн та ку тĕрĕслев вăхăтĕнче хăрушă инфекци чирĕсем тупса палăртни тĕл пулать.

2018 çултанпа медицина пулăшăвĕн пухăмĕ те улшăнчĕ. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри – диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче, вăрах чирĕн паллисене тĕрĕсленĕ чухне, юнăн клиника тата биохими, шăк анализĕсене илмеççĕ, ăшчикри органсене тата сутана шăмми органĕсен УЗИ-не тумаççĕ. Халĕ ку тĕпчевсем вырăнне каяша вăрттăн юнран тĕрĕсленипе улăштараççĕ, ăна виçĕ çулта пĕрре мар, икĕ çултан тĕрĕслесе тăрĕç. Çакă тĕрлĕ стадири шыçă чирне палăртма май парать. Çавăн пекех арçынсен юнне ПСА (простатспецифический антиген) çине тĕрĕслĕç. Паллах, пациентăн ку енĕпе çитменлĕхсем пуррине кура.

Медицина тивĕçтерĕвĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕсем: колоректаллă рака палăртакан анализа илни, маммографие тăтăшрах ирттерни (39–49 çулхи хĕрарăмсем виçĕ çулта пĕрре, 50–70 çулхисем – икĕ çулта пĕрре). ЭКГ тумаллах, анчах малтанхилле 21 çултан мар: арçынсен 35 çултан тытăнса, хĕрарăмсен – 45 çултан.

60 çултан иртнĕ мĕнпур граждансенне куçри юн пусăмне, глаукома пуррине тĕрĕслĕç. 21 çултан тытăнса çынсем анонимлă майпа тата тÿлевсĕр ВИЧ-тест витĕр тухма пултараççĕ.

Диспансеризаци малтанхиллех икĕ тапхăрпа иртет.

Н.ПЕТРОВА,

район тĕп больницин тĕп врачĕн поликлиника енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика