Çынсен пурнăçне юриех сĕмсĕррĕн татнă е хĕнесе, хĕн кăтартса вилĕм кÿнĕ преступленисем нумаййипе пĕлтĕр район япăх енчен «палăрнăччĕ». Шел, кăçалхи çур çулта та тискер ĕçсем татах çырăнчĕç. Нумаях пулмасть районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕ каллех ку ушкăнри преступленипе уголовлă ĕç пуçарнă. Мăн Явăшри 41-ри арçын тăван ашшĕн сывлăхне йывăр сиенлесе асăрхамасăр вилĕм кÿнĕ тесе шутлаççĕ.
«Халĕ айăпланакан арçын ашшĕпе тата хут уйăрттарман «мăшăрĕпе» пĕр килте пурăннă. Хаяр шĕвеке тăтăшах ăша яраканскер, преступление тунă вăхăтра та (июнĕн 12-мĕшĕнчи каçхине) урă пулман. Сăлтавсăр-мĕнсĕр хайхискер 86-ри ашшĕпе вăрçăнма-ятлаçма тытăннă. Хăйне пурнăç панă çын çине алă çĕклеме те именмен. Вăй питтискер ватăна пĕр шелсĕр çапса та, тапса та пĕтернĕ. 86-ри ватăшăн суранĕсем вилмеллех пулнă.
Арçынна тытса чарнă, следовательсем уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ, следстви мероприятийĕсем пуренлĕн иртĕç.
Сăмах май, çак арçын 8 уйăх каялла кăна-ха тĕрме алăкĕсене уçса тухнă. 9 çул ирттернĕ вăл ирĕксĕрлĕхре, ун чухне те тискер ĕçшĕн – пĕрле пурăннă хĕрарăма вĕлернĕшĕн», – пĕлтерет РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн пресс-служби.
Ноябрь 2024 |