Аслисем асăрхаса çитереймен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2018, 08:51 Просмотров: 421

Каникулăн пĕр уйăхĕ кăна иртрĕ пулин те, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче ачасемпе пулнă синкерлĕ ĕçсем чылай. Çула çитменнисем шывра путнă тĕслĕхсем нумай, сывлăха çирĕплетмелли лагерьте воспитанниксемпе вожатăйсем массăллă наркăмăшланни те пулнă. Следовательсем инкек вырăнĕсене тимлĕ тĕрĕслеççĕ, документацие тишкереççĕ, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен кирлĕ информацие ыйтса пĕлеççĕ, экспертизăсем ирттереççĕ, преступленисен сăлтавĕсене палăртассипе ĕçлеççĕ.

Сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампани ыйтăвĕсемпе пухнă ларура, акă, РФ Следстви комитечĕн председателĕн аслă помощникĕ хăрушă цифрăсене илсе кăтартнă: пĕлтĕрхи çуллахи кану вăхăтĕнче кăна ашшĕ-амăшĕн асăрхавĕсĕр юлнă 630 ытла ача шар курнă. Инкексем тĕрлĕрен: 7 тĕслĕхре ачасем çине футбол хапхисем ÿкнĕ, 200 ытла ача пĕве-кÿлĕре, юханшывсенче путса вилнĕ, электричествăпа йывăр сиенленнисем те 20 енне ача. Хуçасăр юхăнса ларакан строительство тата ытти объектсенче шар курнисем те тем чухлех.

Следстви комитечĕ влаç органĕсен ертÿçисене, профилактика тытăмĕн сотрудникĕсене, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсене, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсене те çулла ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине çирĕп пурнăçлама ыйтать. Унсăрăн уголовлă явап та тытма пултарать. Сăмахран, преступленилле тимсĕрлĕхшĕн Свердловск облаçĕнче 39-ти педагога, шкулти лагерь пуçлăхĕ пулнăскерне, айăпланă. Вăл ачасене ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕрех маларах киле янă. Çапла майпа пĕр арçын ача хăй тĕллĕнех шыва кĕме кайнă та, йĕркеллĕ ишме пĕлменскер, путнă.

Иркутск облаçĕнче вара ку уйăхра тăххăрти хĕрача çухалнă. Вăл, паркра пĕчченех уçăлса çÿренĕскер, киле таврăнман. Чи опытлă следовательсемпе криминалистсем, полици тата Раççей гвардийĕн сотрудникĕсем, волонтерсем вăхăта çухатмасăр шырава тухнă. Хĕрачана 43-ри арçын вĕлерме пултарнине палăртнă, ăна тытса чарнă. Арçын хĕрача виллине ăçта пытарнине хăех кăтартнă. Хĕрача мĕншĕн каçхине пĕччен çÿренĕ, ăна пăхассишĕн яваплă çынсем хăйсен тивĕçне мĕншĕн пурнăçламан – следстви çакна право хаклавĕ парĕ. Кунсăр пуçне следовательсем тĕрлĕ шайри должноçри çынсен, вăл шутра профилактика органĕсемпе социаллă службăсен сотрудникĕсен, ĕçне те тĕрĕслĕç.

Шкул çумĕнчи лагерьсенче çула çитменнисем кану вăхăчĕн пĕчĕк пайне кăна (2–3 эрнерен ытла мар) ирттереççĕ. Ытти вăхăтра вĕсем нумай чухне асăрхавсăр, хăйсене хăйсем ирĕклĕ çÿреççĕ. Уголовлă ĕçсене тишкернĕ май вĕсен канăва усăллă ирттермелли майсем (клубсем, физкультурăпа культура, çарпа спорт мероприятийĕсем, походсемпе экскурсисем тата ытти) пулнипе çуккине палăртăпăр. Çитменлĕхсем тупăнсан тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тивĕ.

Районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика