«Пĕр кунтах, июнĕн 27-мĕшĕнче, шыв-шур объекчĕсенче икĕ пĕчĕк ачан пурнăçĕсем татăлнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче пиллĕкри хĕрача анкартинчи пĕвере путса вилнĕ, Çĕрпÿ тăрăхĕнче улттăри арçын ача – хăй пурăнакан вырăнпа юнашар юханшывра. Иккĕшĕ те инкек вăхăтĕнче аслисен тимлĕхĕнче пулман, ишме те пĕлмен. Унччен маларах та, июнĕн 22-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта саккăрти арçын ача Атăлта, шыва кĕме юраман вырăнта, путнă», – пĕлтереççĕ Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕнчен.
Шел те, шăрăх хуçаланма тытăнсанах çакнашкал япăх хыпарсем килме тытăнчĕç. Пĕчĕккисем анчах мар, аслисем те инкеке лекнĕ тĕслĕхсем пур. Июнĕн 26-мĕшĕнче те çак сăлтавпа иккĕн пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă: Комсомольски районĕнче 52-ри хĕрарăм тата Çĕнĕ Шупашкарта 35-ри арçын. Юлашки тĕслĕхĕнче арçын ГЭС çывăхĕнче ÿсĕрле ишнĕ, çыранра каннă юлташĕсен куçĕсем умĕнчех шыв айне анса кайнă.
Çулла малашне те ăшă кунсемпе савăнтарĕ-ха. Нумайăшĕ чăнах та шăрăха шыв-шур хĕрринче чăтса ирттерме тăрăшать. Анчах тимлĕхе çухатсан синкерĕ юнашар çÿренине манма юрамасть – лайăх ишекен те япăххинчен сыхланаймасть.
Инкексенчен асăрханма МЧС-ăн республикăри управленийĕ çакнашкал сĕнÿсем парать:
- ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче кăна шыва кĕме юрать, вĕсенче çăлавçăсемпе медицина ĕçченĕсем те хуралта;
- хĕвеллĕ, çилсĕр çанталăкра, 17–19 градусран ăшăрах шыва кĕмелле, унта 10–15 минутран ытла тăмалла мар;
- палăртнă вырăнтан аякка ан ишĕр – малалла тăрук тарăнланма е сивĕ çăлкуç тапма пултарать, курăк чăтлăхĕнче ал-ура çыхланас хăрушлăх та пур;
- шывра пĕр-пĕрне ярса тытса, утланса выляма-аташма юрамасть – шыв çăтнипе чыхăнса тăн çухатасси те пулĕ.
Ашшĕ-амăшĕсене çăлавçăсем уйрăмах тимлесе ыйтаççĕ: ачасене куçран ан вĕçертĕр, шыв-шур хĕррине хăйсем тĕллĕн çÿреме ирĕк ан парăр, пĕрле чух та асăрхавран ан кăларăр.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
