Çулсем иртеççĕ пулин те, вĕсем хыçа юлнă пурнăç сыпăкĕсене аса илме кансĕрлемеççĕ. Иртен çулсем вĕçен кайăк пек. Ĕçре ирттернĕ кунсем вара нихăçан та манăçа тухмаççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕнче Кушар Юнтапа тăрăхĕнче пурăнакан кинемейсемпе мучисем ырă самантсене кăна куç умне кăларчĕç. Вĕсем, паянхи пенсионерсем, вăй-хал пур чух хăйсене хĕрхенмен, çĕрне-кунне пĕлмесĕр тенĕ пек ĕçленĕ. Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Петров ватăсене хастарлăхпа хăюлăхшăн, çирĕплĕхшĕн тата кăмăл хăвачĕшĕн тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Юнтапа» хуçалăх ертÿçи Петр Трифонов аслă ăру ялан хисепре пулнине палăртрĕ. «Вăй-хал тапса, юн вĕресе тăнă тапхăрта ватлăх пирки никамах та шухăшламасть, яланах çамрăк пулассăн туйăнать. Пурнăçăн вара хăйĕн саккунĕ. Пурте ватăлатпăр. Апла пулин те пуçа усмалла мар, ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнмалла», – терĕ вăл.
Район администрацийĕн строительство пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Татьяна Краснова тивĕçлĕ канăва тухнă кинемейсемпе мучисене патшалăх хисепленине, вĕсен ырă ĕçĕсене тивĕçлипе хакланине палăртрĕ.
Уяв концерчĕ пуçланчĕ. «Кушар ен» ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те савăнтарчĕ. Ярмушкасем те сцена çине тухрĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.
Хаклă ветерансене Ярмушкара та чысларĕç. Кунта та таврари ватăсем йышлăн пуçтарăннă. Вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем кăна пулчĕç, кинемейсемпе мучисен кăмăлĕсем яланах çĕкленÿллĕ пултăр терĕç.
Сумлă ватăсем вырăнти юрă-ташă ăстисен концертне пăхса савăнчĕç. Пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçрĕç, иртнĕ кунсене аса илчĕç. Çавăн пекех кĕрекене ларса тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйланчĕç.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |