Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Указне пурнăçласа иртнĕ эрнекун пирĕн районта тата тепĕр çĕнĕ ФАП уçăлнă. Чăрăшкас Мăратри – шучĕпе вунпĕрмĕш.
Ку фельдшерпа акушер пункчĕ Чăрăшкас Мăрат, Кăмаш тата Етруккасси Мăрат ялĕсенче пурăнакан 588 çын сывлăхĕшĕн яваплă пулĕ. Заведующийĕ – Светлана Арсентьева.
Çĕнĕ ФАП уçăлнă ятпа чăрăшкас-мăратсене Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин сектор заведующийĕ Елена Казакова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков саламланă.
Ноябрь 2024 |