Калаçса татăлайман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2018, 11:03 Просмотров: 342

Раççей Следстви комитечĕн Чăваш енри следстви органĕсем ют çĕршыв çынни тунă преступление тишкерессипе тимленĕ. Казахстан Республикин гражданинĕ ГИБДД сотрудникне взятка пама хăтланнă-мĕн. Укçа тĕксе административлă явапран хăтăлас тенĕскере халĕ РФ Уголовлă кодексĕн 291.2-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăплаççĕ.

Киревсĕр ĕç хамăр районта сентябрь уйăхĕнче пулнă. Ăна тишкерни çинчен Чăваш енри следстви управленийĕ çакăн пек пĕлтерет% «Çул-йĕр асăрхавĕнче тăнă ГИБДД сотрудникĕсем, документсене тĕрĕслеме тесе, автобуса чарнă. Транспорт хатĕрĕн салонĕнче 39 пассажир пулнă – пурте Узбекистан гражданĕсем. Вĕсенчен пĕри те Раççей Федерацийĕнче пулма паракан правăна ятарлă документпа çирĕплетеймен. Ку тĕслĕхпе тишкерÿ ирттерес тесе, пассажирсене те, водительпе унăн ĕçтешне те шалти ĕçсен пайĕ патне илсе кайнă.

Анчах хайхи Казахстан çынни çак пăтăрмахлă лару-тăруран хăйнеевĕрлĕ тухас тенĕ% вăл автоинспектора 5 пин тенкĕ взятка сĕннĕ. Çакăншăн полици сотрудникĕн ют çĕршыв гражданĕсем Раççейре пулмалли йĕркене пăснине курмăш тумалла иккен. Калаçса татăлайман – инспектор «парнене» илме килĕшмен.

Айăплав пĕтĕмлетĕвне прокурор çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Уголовлă ĕçе суда пăхса тухма ярса панă».

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика