Велосипедиста таптанă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2018, 11:04 Просмотров: 475

Районти çул çинче каллех синкерлĕ тĕслĕх. Тепĕр çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă – велосипедпа пынă çын машина ураписем айне лекнĕ.

«Шăматкун 17 сехет те 30 минут тĕлĕнче пулнă ку инкек. «Шăхасан –Калинино» автоçулăн 36-мĕш километрĕнче ГАЗ-3302 автомашина умра пынă велосипедист çине кĕрсе кайнă. Машина рулĕ умĕнче 33-ри Шупашкар çынни пулнă.

63-ри арçын, Калинино салинче пурăннăскер, йывăр суранланнă – вилмеллех. ГАЗ-3302 водительне тĕрĕслев витĕр кăларнă: вăл урă пулнине палăртнă.

Йĕрке хуралçисем инкек мĕнле майпа тухнине уçăмлатассипе ĕçлеççĕ», – пĕлтерет Шалти ĕçсен республикăри министерствин пресс-служби.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика