Машина рулĕ умне ларас текен çыннăн саккун ыйтнă йĕркене пăхăнмалла. Малтан теори пĕлĕвне пуçа хывмалла, опытлă инструктор пулăшнипе транспорт хатĕрĕпе çÿреме хăнăхмалла, кайран мĕн вĕреннине кăтартса экзамен тытмалла.
Мĕнпур вĕренÿ-тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн кăна вăл патшалăх документне – водитель удостоверенине алла илме пултарать.
А. гражданинăн вара çакăн пек нушаланас килмен. Машинăпа ярăнас килнĕ-ха, анчах вĕренес шухăш пулман. Урăх, çăмăлрах, çул-йĕр тупнă вăл. 2016 çулта Мускав облаçĕнче палламан çынран суя удостоверени туяннă. Документра унăн сăнÿкерчĕкне те тÿрех çыпăçтарса хунă пулнă.
Çапла А.гражданин Раççей Правительствин «Транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк парасси çинчен» йышăнăвне сĕмсĕррĕн пăснă. Патшалăх автоинспекцийĕн подразделенийĕнче çул-йĕр правилисене пĕлнине кăтартакан тĕрĕслев витĕр тухман, права илме ятарлă экзамен паман.
Хăйĕн киревсĕр ĕçĕпе обществăлла хăрушлăх кăларнине, суя документпа усă курнине питĕ лайăх ăнланнă вăл. Апла пулин те унпа çулсем çинче çÿренĕ.
Вĕренĕн те вĕçĕ пур тенешкел, А.-н ултавĕ те тăрă шыв çине тухнă. Пĕлтĕрхи октябрьте ГИБДД сотрудникĕсем ăна Калинино салинче чарнă. Хайхи арçын инспекторсене «Гознак» общество хатĕрлемен, суя водитель удостоверенине кăтартнă.
А. гражданин тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 327-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ку преступленишĕн 80 пин тенкĕ таран е ултă уйăхри ĕç укçи (урăх тупăш) чухлĕ штраф хума, е 480 сехетчен обязательнăй майпа ĕçлеттерме, е 2 çулччен юсану ĕçĕсене палăртма, е 6 уйăх таран арест хума пăхнă.
Уголовлă ĕçе полицин «Вурнарский» пайĕн дознани подразделенийĕ тишкернĕ. Прокуратура çирĕплетнĕ хыççăн ăна суда ярса панă.
Т.БУРЦЕВА,
полицин «Вурнарский» пайĕн дознавателĕ.
Ноябрь 2024 |