Ăмăртусенче пиçĕхрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.01.2019, 09:08 Просмотров: 319

Сывă пурнăç йĕркин тусĕсем кăçалхи Çĕнĕ çул каникулне те ăмăртусенче ирттерчĕç.

2019 çулăн иккĕмĕш кунĕнче мĕнпур Вăрнар çыннине спортпа туслашма чĕнсе, ырă тĕслĕхпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем, ял хуçалăх организацийĕсен пуçлăхĕсем волейбол турнирĕнче вăй виçнĕ.

Январĕн 3, 5-мĕшĕсенче тата ĕнер шкул ачисем хушшинче тĕрлĕ ÿсĕмре мини-футбол турнирĕ иртнĕ.

Январĕн 4-мĕшĕнче «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ сĕтелçи теннис тусĕсене пуçтарнă. Ярмушка хастарĕ пулнă, спортăн ку тĕсĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Федор Соколова асăнса ирттернĕ турнира Вăрнар, Çĕмĕрле, Канаш районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи 40 ытла спортсмен пуçтарăннă. Вăйăсем харăсах ултă сĕтел çинче иртнĕ. Арçынсем хушшинче чемпион ятне Çĕмĕрле районĕнчи Андрей Фролов çĕнсе илнĕ. Кĕмĕл тата бронза медальсем – шупашкарсен аллинче: Владислав Григорьевра тата Борис Гребенщиковра.

Хĕрарăмсем хушшинче Хапăс салин хĕрĕсем çĕнтерĕве кăçал та алăран яман. Валентина Иванова пĕрремĕш, Людмила Канькина иккĕмĕш пулнă. Виççĕмĕш вырăнта – Канаш район хĕрĕ Мария Петрова.  

Виçĕмкун районти спорт пулăмĕсен ярăмне футзал енĕпе Андрей Романова халалланă уçă турнир тăсрĕ. Çĕнтерÿçĕ Кубокĕшĕн вунă команда – хамăр районти «Медведь» СК, «Дружина», «RAZOOM», «Химик-Август» (çамрăксем), ФСК «Рассвет» командăсем, Пăртас, Хирпуç, Çĕрпел, Элмен Сунар çамрăкĕсем тата Çĕмĕрле районĕнчи «Колос» – тупăшрĕ.

Футбол тусĕсене çĕнтерÿ патне ăнтăлма район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, культура пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, Андрей Романовăн пиччĕшĕ Геннадий Васильевич Романов хавхалантарчĕç. Çак турнир çамрăксене пĕрлештернипе çеç мар, спортри ăсталăха туптанипе те уйрăлса тăнине палăртрĕç.

Çивĕч вăйăсенче кашни командăнах хăйĕн вăйне, техникăна епле пĕлнине тĕрĕслеме май пулчĕ. Чи ăстисем – Çĕрпел каччисем, вĕсем кăçалхи чемпионсем пулса тăчĕç. «Медведь» СК команда – 2-мĕш вырăнта, ФСК «Рассвет» – виççĕмĕшĕнче. Финала çавăн пекех «Химик-Август» команда тухрĕ. Вĕсем пурте укçан приза тивĕçрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика