Пĕтĕмлетÿ мĕн калать?..

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.01.2019, 09:08 Просмотров: 318

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2018 çулхи пĕтĕмлетÿсене тунă. Пĕлтĕр кунта гражданла тăрăмăн 1057 актне регистрациленĕ, юридици пĕлтерĕшлĕ 2081 ĕç пурнăçланă.

ЗАГС даннăйĕсемпе, 2018 çулта çут тĕнчене 268 ача килнĕ: 135 арçын ача, 133 хĕрача. Юлашки пилĕк çулхи кăтартусене танлаштарас пулсан, ку кăтарту чи пĕчĕкки. 2014 çулта 419, 2015-мĕшĕнче 320, 2016-мĕшĕнче 328, 2017-мĕшĕнче 297 пепке çуралнă.

Пĕлтĕр çичĕ çемьере йĕкĕрешсем çуралнă. Пĕр амăшĕ çула çитмен. 201-шĕ – тулли çемьерен. 46-шĕ пĕччен амăшĕсем. Çав вăхăтрах 50 ача тĕлĕшпе ашшĕлĕхне йышăннă.

2018 çулта 139 çĕнĕ çемье çуралнă. 82-шне чаплă лару-тăрура регистрациленĕ. Тăхăр мăшăр палăртнă кун мăшăрланăва килмен. Ытти çулсенче туй кĕрленин кăтартăвĕсем çакăн пек: 2014 çулта – 212, 2015-мĕшĕнче – 185, 2016-мĕшĕнче – 124, 2017-мĕшĕнче – 139.

Шел те, уйрăлакансен шучĕ те чакмасть. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 81 çемье арканнă. 68-шĕ суд урлă, 12-шĕ пĕрлехи килĕшÿпе, пĕр тĕслĕхре мăшăрсенчен пĕри ыйтнипе уйрăлнă.

Юлашки пилĕк çулта çынсем пурнăçран уйрăлассин кăтартăвĕ пĕчĕкленнĕ пулин те, леш тĕнчене каякансем çуралакансенчен пурпĕр ытларах. 2018 çулта 509 çын вилнĕ: 268 арçын, 241 хĕрарăм.

ЗАГС пайĕ 2014 çулта 585 çын, 2015-мĕшĕнче 616, 2016-мĕшĕнче 607, 2017-мĕшĕнче 550 çын вилнине регистрациленĕ.

Пĕлтĕр 10 çын хăйсен ят-шывне улăштарма ыйтса заявлени çырнă, вăл шутра – çула çитмен пĕр гражданин. Çавăн пекех 2018 çулта ЗАГС пайĕ 530 свидетельствăна çĕнĕрен çырса панă, 2176 справкăпа, акт çырăвĕн 256 копийĕпе тивĕçтернĕ. Ют çĕршывран документсем ыйтса илессипе пилĕк ĕç пурнăçланă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика