Çар службинчен пăрăнни – саккуна пăсни. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансене уголовлă явап таранах айăплав кĕтет.
Нумаях пулмасть çак сăлтавпа Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсем районти 20-ри çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 328-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе айăплав тăратнă.
«Пĕлтĕрхи ноябрьте çамрăка хĕсмете юрăхлă тесе йышăннă. Анчах повесткăпа служба вырăнне кайма вăл çар комиссариачĕн призыв пунктне килмен. Шута илмелли сăлтав çук пулин те. Çапла майпа призыв мероприятийĕсене çÿремен. Каярахпа та çара кайма килмелли çинчен повестка илме çар комиссариатне пыман.
Хальхи вăхăтра следстви ĕçĕсем пыраççĕ. Уголовлă ĕç материалĕсем çумне республикăн çар комиссариачĕ тăратнă документсене пĕрлештернĕ. Вĕсем çамрăк хĕсметрен пăрăннине кăтартаççĕ.
Уголовлă ĕç пуçарнине прокуратура саккунлă тесе йышăннă», – пĕлтерет РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ.
И.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |