Сальмонеллез

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2019, 10:05 Просмотров: 342

Сальмонеллез – сальмонеллăсем пуçаракан пыршăн йывăр чирĕ. Вăл анлă сарăлнă, унпа аслисем те, ачасем те чирлеме пултараççĕ.

Чире çулталăк тăршшĕпех регистрацилеççĕ, ăшă сезонта (май–октябрь уйăхĕсенче) вара унпа чирлесси уйрăмах ÿсет. 2018 çулта Вăрнар районĕнче те сальмонеллезпа аптăранă тĕслĕхсем пулнă. Вĕсем пурте çăмартана тата аша (шашлăка) çителĕклĕ пĕçерсе çитерейменнипе çыхăннă.

Чир, тĕпрен илсен, апат урлă ерет. Сальмонеллăсем нумай пурăнаççĕ. Вĕри температура вĕсене самантрах пĕтерет, сивĕре вара вĕсен пурăнаслăхĕ тăсăлать.

Этеме чир ертекенĕсем – чирлĕ çын е чĕрчунсем (килти кайăк-кĕшĕк). Клиника симптомĕсем палăриччен 7–8 сехет иртет. Пыршăлăха лексе сальмонеллăсем хăвăрт аталанма, токсинсем кăларма тытăнаççĕ, вĕсем организма вăйлă наркăмăшлаççĕ. Çын хăсать, каяшĕ шĕвелет, талăкне 10–12 хутчен тула хăвалать, хырăм ыратать, вăл хăпарса кайнăн туйăнать, пакăртатать, ÿт температури хăпарать, шăнтать, вăй чакать. Аслисем хăйсем тĕллĕн сипленме тăрăшаççĕ. Вăйсăрланса çитсен кăна медицина пулăшăвне чĕнеççĕ.

Анчах та манмалла мар: сыватса çитереймен сальмонеллез организмра тăтăш сальмонеллăсем кăларса тăрать. Çавăнпа та тухтăр сăнавĕпе тата лаборатори тĕпчевĕн результачĕсене кура сипленмелле.

Сальмонеллезран асăрханас тесен чи малтанах апат-çимĕçе çителĕклĕ пĕçермелле. Уйрăмах – аш-какая, пулăна тата çăмартана. Улма-çырлана лайăх çумалла. Кухньăра чĕрĕ тата пĕçернĕ продуктсене касма уйрăм хăмасемпе усă курни те пĕлтерĕшлĕ. Паллах, алăсем ялан таса пулмалла. Апат-çимĕçе упрамалли температура пирки те манмалла мар.

Т.АЛЕКСЕЕВА,

республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Вăрнарти лабораторийĕн врач-бактериологĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика