Тăтăш хускатакан ыйтусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.03.2019, 10:05 Просмотров: 580

Тарифсемпе ĕçлекен патшалăх служби та-та Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ ком-муналлă хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ тытăмĕ тавра тăтăш çуралакан ыйтусем çине хуравланă.

ТКО-шăн тÿленĕ чухне комиссие регионти оператортан мар, граждансенчен илни тĕрĕс-и?

– Пĕрлехи тарифа ТКО харпăрлăхçисемпе килĕшÿ тунипе тата ăна пурнăçланипе, çавăн пекех вĕсен тÿлевĕн пухăмне тата йышăнăвне йĕркелессипе çыхăннă расхутсем кĕреççĕ. Регионти операторăн кашни муниципалитетрах тÿлевсене йышăнакан пÿлĕм йĕркелеме штат уçмалла. Енчен те гражданин квитанципе укçана специализациленĕ организацире (банкра, почта уйрăмĕнче т.ыт.те) хывать-тăк, комиссие те хăех тÿлет.

Граждансен коммерцилле мар сад-пахча е дача пĕрлешĕвĕсен, гараж кооперативĕсен çÿп-çапа илсе тухнăшăн килĕшÿ тумалла-и?

– Килĕшĕве çÿп-çап пухăнакан мĕнпур организацисен, вăл шутра сад пĕрлешĕвĕсемпе гараж кооперативĕсен те, тумалла.

Контейнер площадкин харпăрлăхçи кам шутланать тата ăна тытса тăрассишĕн кам яваплă?

– Контейнер площадкисен харпăрлăхçисем нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем, ТСЖ (ЖСК)-сем, çĕр лаптăкĕн хуçисем, вăл шутра муниципалитетсем те пулма пултараççĕ.

Енчен те вăл нумай хваттерлĕ çуртăн пĕрлехи пурлăхĕ шутне кĕрет пулсан, ăна тытса тăрассишĕн тата юсавĕшĕн управляющи организацийĕ (ТСЖ, ЖСК) яваплă.

Енчен те контейнер площадки муниципаллă харпăрлăхра шутланать-тăк, ăна вырăнти администраци пăхса тăрать.

Санкцилемен çÿп-çап вырăнĕсене пĕтерессишĕн кам яваплă?

– Саккунсăр çÿп-çап вырăнĕсене тупсан регионти оператор сотрудникĕсем акт çырса çирĕплетеççĕ, ун координатисене палăртаççĕ, çĕр лаптăкĕн харпăрлăхçи ячĕпе уведомлени тăратаççĕ. Енчен те çĕр хуçи ăна 30 кунра хăй тасатмасть-тĕк, регионти оператор çÿп-çапа тиесе тухать, хыççăн вара харпăрлăхçăран суд урлă расхутсене шыраса илет.

ТКО тивĕçтерĕвĕн тÿлевĕшĕн субсиди илме пулать-и?

– Патшалăх тарифсене шайлаштарнипе пĕрлех тĕрлĕ категорири граждансене тата çемьесене адреслă социаллă пулăшупа тивĕçтерет. Вăл шутра – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тÿлевĕсен расхучĕсене пайăррăн саплаштарассипе те. ЖКУ тÿлевĕшĕн субсидие коммуналлă тивĕçтерÿ хывăмĕ çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен пысăкрах пулсан параççĕ. Ку шута ТКО-шăн хывнă тÿлев те кĕрет. Ăна илес тесен вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне е МФЦ-на каймалла, е заявление патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче çырмалла.

Регионти операторпа килĕшÿ çырман пулсан ТКО-шăн тÿлемелле-и?

– Коммуналлă хытă каяшсене пухасси, тиесе тухасси, майласси тата тĕп тăвасси тĕлĕшпе регионти операторпа пурин те килĕшÿ тумалла. Енчен те потребитель регоператора заявкăпа документсене ярса паман пулсан, ТКО çаврăнăшĕн Правилисем тăрăх килĕшÿ çырнă шутланать, регоператорăн официаллă сайтĕнче пичетленĕ хыççăн 16 кунран вăя кĕрет.

Манăн икĕ хваттер, анчах та пĕринче кăна пурăнатăп. Мĕншĕн иккĕшĕшĕн те квитанци тăратаççĕ?

– Енчен те çын пĕр адреспа кăна пурăнать, вăл е ку уйăхсенче килте пулман пулсан унăн çакăн пирки справка тăратмалла, тÿлеве çĕнĕрен шутласа пама заявлени çырмалла. Çавăн пекех çемье членĕсем вĕренеççĕ е урăх хулара ĕçлеççĕ пулсан та перерасчет тăваççĕ. Регоператорпа килĕшÿ çырнă чухне çуртра е хваттерте регистрациленнĕ çын урăх çĕрте пурăннине çирĕплетекен документ тăратмалла. Кунашкал документсен тулли переченьне РФ правительствин 354-мĕш №-лĕ постановленийĕнче палăртнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика