Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чăваш енри транспорт çинчи линейнăй пайĕн асăрхавĕнчи участокра «Суту-илÿ» профилактика мероприятийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.
Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче сотрудниксем хăшпĕр тавара сутмалли правилăсене пăснă 14 тĕслĕхе шута илнĕ. Айăплисен административлă явап тытма тивет. РФ КоАП-ĕн 14.15-мĕш статйипе вĕсене асăрхаттару пама е 300–1500 тенкĕ штраф хума пăхнă.
Транспорт полицийĕн ĕçченĕсем граждансене чукун çул вокзалĕсенче, перронсемпе поездсенче саккунсăр сутуçăсенчен апат-çимĕç туянассинчен сыхланма сĕнеççĕ. Пахалăхĕ иккĕленÿллĕ продукцие пула наркăмăшланасси те, вар-хырăм чирĕсем ересси те пулма пултарĕ.
Транспорт çинчи саккунсăр суту-илĕве асăрхасан полици сотрудникĕсем дежурнăй чаçа 39-18-94 номерпе е «шанăç» телефонĕпе (8(831)244-85-85) шăнкăравлама ыйтаççĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
