Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ Владимир Яковлевич Алексеев ертсе пыракан «Коломна Порт» çĕршыври чи хăватлă предприятисенчен пĕри пулнине вулакансем пĕлеççĕ. Ентешсен халĕ унăн тепĕр çитĕнĕвĕпе мăнаçланма май пур.
Нумаях пулмасть «Коломна Порт» акционерла общество Раççейри юханшыв отраслĕн карап çÿретекен компанийĕсем хушшинче иртнĕ «Отрасль лидерĕ» конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Çитĕнĕве иртнĕ çулхи производство кăтартăвĕсем кĕнĕ. ,ç калăпăшĕ 4 млн та 552 пин тоннăпа танлашнă. Тупăш планне 60 процент ирттерсе тултарнă.
Предприяти ертÿлĕхĕ палăртнă тăрăх, пĕлтĕр Коломна речникĕсем уйрăмах тухăçлă ĕçленĕ. Çĕнтерÿçĕн «Отрасль лидерĕ» вымпелĕпе тата ятарлă свидетельствăпа Владимир Яковлевич Алексеева Раççей транспорт министрĕн заместителĕ Юрий Цветков чысланă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |