Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан чир çулăхмĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.05.2019, 11:49 Просмотров: 411

Юлашки вăхăтра çынсем артери гипертонийĕн чирĕпе аптăрасси ÿснĕ. Ку чир хăрушлăхĕ пирки Чăваш ен Сывлăх сыхлав министерствин хулари 1-мĕш клиника больницин кардиологĕпе Кристина Юрьевна МАТРОСОВАПА калаçатпăр.

– Кристина Юрьевна, чиртен мĕнлерех сыхланмалла тата юн пусăмĕ хăпаракан çынсен мĕн асра тытмалла?

– Артери гипертонийĕ е гипертони – юн пусăмĕ вăхăтăн-вăхăтăн е тăтăш ÿснипе пулакан чир. Вăл ытти чирсене вăй илме, аталанма паракан анлă сарăлнă сăлтавсенчен пĕри. Пĕтĕмĕшле илсен, 18 çултан иртнĕ çынсен 30–45 проценчĕн тенĕ пек юн пусăмĕ ÿсет. Çулсем иртнĕ, çын ватăлнă май çак чир вăйлăрах палăрма пуçлать.

Шкул ачисен хушшинче те юн пусăмĕ пысăкланнă тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ, çавăнпа кашнин хăйĕн артери пусăмне тĕрĕслесех тăмалла.

– Чир сăлтавĕсене асăнса тухаймăр-ши?

– Артери гипертензийĕ мĕншĕн аталаннине, юн пусăмĕ мĕншĕн ÿснине тухтăр кăна палăртма пултарать. Çапах артери пусăмĕн хăрушлăх факторĕсене, ку чире аталанма май паракан сăлтавсене пурин те пĕлсе тăмалла.

Вĕсем, паллах, тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Аслăрах ÿсĕмри çынсен, арçынсен, 50 çултан иртнĕ хĕрарăмсен артери пусăмĕ ÿсес хăрушлăх ытларах. Çакă пурнăç йĕркипе те çыхăнма пултарать. Сигарет туртни, сахал хускални, эрех-сăрапа иртĕхни, тăварлă çиме юратни, стреслă лару-тăру чире пуçарса яма пултараççĕ. Йăхра ку чирпе аптăракансем пурри, кĕлетке виçи ытлашши, холестерин шайĕ пысăк пулни, тĕрĕс мар апатланни – çуллă нумай, пахчаçимĕçпе улма-çырла сахал çини ку чире аталанма май параççĕ. Тăварлă çини организмран шыв тухассине чарса тăрать, çавна май артери пусăмĕ каллех ÿсет. Ытлашши килограмсем пулсан вĕсене те тутлăхлă, кирлĕ япаласемпе тивĕçтерес тесе чĕрен тата вăйлăрах ĕçлеме тивет. Çавăнпа кашниннех артери пусăмне тĕрĕслесе, пĕлсе тăмалла.

Юн пусăмне ларса виçмелле, алла сĕтел çине, чĕрепе пĕр шая хумалла, манжетăн аялти хĕрри чавса хуçланнă вырăнтан 2 сантиметр çÿлерех пулмалла.

Артери пусăмне виçиччен пĕр сехет чей е кофе ĕçмелле мар, унччен малтан 30 минут пирус туртма хушмаççĕ. Çавăн пекех малтан 5 минут ларса канмалла, ĕçлесе е чупса кĕрсен 15–20 минут канса илмелле.

– Çапах та артери пусăмĕ ÿссен мĕн тумалла-ха?

– Кун пек чух çухалса каймалла мар, мĕн кирлине вăхăтра тумалла. Хăвăра япăх туйсан тÿрех ĕçе пăрахмалла та лăпланма тăрăшмалла. Кресло е кравать çине выртса канмалла, пуçа çÿлерех çĕклеттерсе хумалла. Артери пусăмне виçмелле. Юн пусăмне пĕчĕклетме, чакарма пулăшакан препаратсем ĕçмелле. Вĕсене ĕçсен 30 минут иртсен те артери пусăмĕ 180–100-тен чакмасан ку препаратсене тепрер таблетка ĕçмелле.

Кăкăр тĕлĕнче ыратнине туйсан чĕлхе айне пĕр таблетка нитроглицерин хумалла. Çын тарăхнине, хăранине сиссен лăплантаракан эмелсем – корвалол, пустырник памалла. «Васкавлă пулăшу» чĕнмелле.

Тухтăрсем киличчен чирлĕ çынна пирвайхи пулăшу пама пĕлмелле – уçă сывлăш кĕме кантăка уçăр, кĕпе тÿмисене, пиçиххине салтса ярăр, хĕстерсе тăракан япалисене хывмалла. Хăй ытти чух пысăк давленирен ĕçекен эмелсене памалла. Йĕркеллĕ пулсан артери пусăмĕ 20–30 минутран анма тытăнмалла.

– Артери пусăмĕ ÿсни ытти чирсене аталанма май парать терĕмĕр. Вĕсенчен чи хăрушăраххи – инсульт. Унăн малтанхи паллисене мĕнле сисмелле?

– Тĕпрен илсен, инсульт паллисем çакăн пек: пуç çаврăнать, хускану координацийĕ çухалать, калаçу пăтрашăнать, кĕлеткен пĕр енĕ çывăрса ларать, вăйсăрланать е шалкăм çапать, куçра тĕксĕмленсе килет, япаласем иккĕллĕ е тĕтреллĕ курăнаççĕ, пуç тăрук хытă ыратма пуçлать.

Енчен те çакăн пек паллăсем пур пек туйăнсан виçĕ хушуран тăракан тест ирттерĕр. Вĕсенчен пĕрне те пулин пурнăçламасан тÿрех «васкавлă пулăшу» чĕнĕр, инсульт пулма пултарни пирки пĕлтерĕр.

Аптăраса ÿкнĕ çынна шăлсене кăтартса сарлакан кулма ыйтăр. Инсульт чухне кулă улшăнать, илемсĕрленет, шăл йĕрнĕ е тутан пĕр енĕпе, е чалăш кулнă евĕр туйăнать. Унтан куçĕсене хупса аллисене çÿлелле çĕклеме, çапла 10 çеккунт тытса тăма калăр. Инсульт чухне мышцăсем вăйсăрланаççĕ, вĕсене нумай çĕклесе тăрасси кăткăсланать. Пĕр алă пачах çĕкленменни те – инсульт палли.

Малалла мĕнле те пулин сăмах калама ыйтăр. Инсульт пулсан калаçу пăсăлать, чирлĕ çын эсир ыйтнине йĕркеллĕ пурнăçлаймасть.

Инсульт систермесĕр «тапăнать». Анчах темиçе минутранах апатсăр юлнă пуç мимин клеткисем вилнипе чир витĕмĕ те палăрма пуçлать. «Васкавлă пулăшăва» мĕн чухлĕ маларах чĕнетĕр – çынна çавăн чухлĕ хăвăртрах сыватма май килĕ.

– Профилактика мелĕсем пирки те манар мар...

– Сĕнÿсем ансат та кашниншĕн ăнланмалла – ытларах хусканмалла, уçă сывлăшра кулленех 30–40 минутран кая мар уçăлса çÿремелле. Ташлани, ишни, теннис выляни, велосипедпа ярăнни те питĕ усăллă.

Профилактика ĕçĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе тачă çыхăннă. Ăна пăхăнасси пĕртте кăткăс мар. Хăвăрăн юн пусăмĕн виçине пĕлмелле, ăна тĕрĕслесех тăмалла. Тухтăр сĕнĕвĕсене çирĕп пăхăнмалла. Ытлашши килограмсенчен хăтăлма тăрăшăр, çакă чĕрепе юн тымарĕсем çине лекекен йывăрлăха сирме пулăшать. Пĕр ытлашши килограмм хушни артери пусăмне 1–2 мм таран ÿстерет. Начарланнă май,   кашни 10 кг пуçне артери пусăмĕ те 10 мм таран чакать.

Сиенлĕ йăласенчен хăтăлма васкăр. Эрех ĕçме, табак туртма пăрахмалла.

Тăвара кунне 5 грамран ытла çимелле мар (ку пĕр чей кашăкĕ чухлĕ пулать). Ăна ытлашши çисен организмра шыв ытларах тытăнса тăрать. Çавна пула артери пусăмĕ ÿсет.

Стресла лару-тăрусенчен хăтăлма тăрăшăр: ĕçре те, килте те лăпкăрах пулăр, урамра уçăлса çÿрени, çывăх çынсемпе вăхăта хаваслă ирттерни йывăр шухăшсенчен хăтăлма пулăшĕ.

Сывă та тĕрĕс апатланăвăн тĕп йĕркисене пăхăнмалла. Эсир çиекен апат виçи талăкра пĕтерекен энерги виçипе тан пулмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика