Раççей Правительствин йышăнăвне пурнăçласа сентябрьте çĕршывăн мĕнпур субъ-ектĕнче халăх талăкри вăхăт фончĕпе епле усă курнине суйлавлă сăнав урлă тĕпчесе пĕлĕç.
Сăнав çынсем ĕçлеме, вĕренме, килти тивĕçсене пурнăçлама, ачасене пăхма тата воспитани пама, канма мĕн чухлĕ вăхăт уйăрнине кăтартса парĕ.
Чăваш Республикинче Чăвашстатпа килĕшÿ çырнă специалистсем 448 кил хуçалăхне çитĕç. Вăл шутран 182-шне – яллă вырăнсенче. Сăнав çичĕ хулапа вунвиçĕ районта иртет, вăл шутра – Вăрнар тăрăхĕнче те.
Интервьюерсем респондентсем патне сентябрĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса 30-мĕшĕччен çÿреççĕ. Вĕсене ятарлă удостоверени тăрăх палăртма пулать.
Сăнав ирттерме Росстат статистика тĕпчевĕн формисене çирĕплетнĕ: «Вăхăтпа усă курнин дневникĕ», «Кил хуçалăхĕ валли ыйту хучĕ», «Уйрăм çын валли ыйту хучĕ».
Бланксене çынсенчен нимĕнле документ ыйтмасăрах çырса тултараççĕ. Унта вунă çултан аслăрах респондентсем хутшăнаççĕ. Дневникпа ыйту хучĕсене кĕртекен сведенисене никама та пĕлтермеççĕ, вĕсене пĕтĕмĕшле статистика отчетне йĕркелеме усă кураççĕ.
Суйлавлă сăнав кăтартăвĕсем малашлăхра демографи тата социаллă политика мерисене хатĕрлеме, вĕсен эффективлăхне, вăл çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ тата тĕрлĕ ушкăнри çынсен пурнăç шайĕ çине мĕнле витĕм кÿнине палăртма, наци проекчĕсемпе патшалăх программисене пурнăçлассин мониторингне лайăхлатма кирлĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Май 2025 |