Ашшĕ те, амăшĕ те яваплă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.09.2019, 09:10 Просмотров: 311

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн ашшĕ-амăшĕсем тĕпренчĕкĕсене шкула яма ăшталансах хатĕрленчĕç. Каламалла, укçа-тенкĕ енчен питĕ тăкаклă ку хатĕрленÿсем: шкул формине те, спорт тумтирĕпе атă-пушмакне те, канцеляри хатĕр-хĕтĕрне те туянмалла.

Йывăрлăхĕ ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин çине кăна тиенни, тепри вара аякра юлни, паллах, тĕрĕс мар. Çавăнпа та районти суд приставĕсем явапсăр ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене пулăшма тивĕçли çинчен аса илтереççĕ – çулсеренех «Ачана шкула пуçтар» акцие хутшăнаççĕ. Сĕмсĕр парăмçăсем тĕлĕшпе йышăннă мерăсем уйрăмах çирĕп. Алиментсене вăхăтра тÿлени тăван ывăлĕ-хĕрне шкула хатĕрленме кирлине теприсене хистевлĕ мелсемпе кăна ăнлантарма пулать.

Акци йĕркипе суд приставĕсен районти пайĕн сотрудникĕсем, йăлана кĕнĕ тăрăх, поселокра тата ялсенче рейдсене тухнă. Алимент тÿлеменнисен пурлăхне, вĕсен ĕç вырăнне тата тупăш çăлкуçне палăртас тĕллевпе иртнĕ тĕрĕслевсем. Ку ушкăнри кашни парăмçă тĕлĕшпе хистевлĕ мера çирĕплетнĕ – Раççей тулашне тухма чарнă. Вĕсене административлă тата уголовлă явап тыттарассипе те тимлеççĕ.

Кунсăр пуçне организацисемпе предприятисен бухгалтерийĕсене тĕрĕслесси те уйрăм тимлĕхре. Вĕсенче алиментсемпе çыхăннă пурнăçлав докуменчĕсемпе укçа-тенке тĕрĕс, вăхăтра куçарнине тата ,çлев центрне янă парăмçăсене ĕçе вырнаçтарнине тишкереççĕ.

Августăн 1-мĕшĕ тĕлне суд приставĕсен районти пайĕнче алиментсем шыраса илессипе 224 пурнăçлав производстви пулнă, 15 парăмçă тĕлĕшпе шырав ĕçĕсем пуçарнă. Суд приставĕсен районти пайĕ (Вăрнар поселокĕ, Первомайски урамĕ, 18-мĕш çурт) айăпа кĕнĕ граждансене алимент тÿлевĕсене вăхăтра хывма сĕнет.

И.СЕМЕНОВА,

суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика