Прививка тăваççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.09.2019, 09:10 Просмотров: 424

Тунтикунтанпа районти тĕп больницăра грипран сыхланас тĕллевпе вакцинаци тума тытăннă.

Грипп – йывăр инфекци чирĕ. Вăл пыра тата тип пыр парĕсене айăплать. Астма, бронхит, чĕре-тымар чирĕсене, пÿре функцийĕн çитменлĕхне, пыр парĕсен улшăнăвне вăйлатма пултарать. Шала каякан чи йывăр анлă сарăлнă чирсенчен пĕри – иккĕмĕшле бактерилле пневмони. Вăл çынна вилĕм патне те илсе çитерме пултарать.

Грипран прививка туни – хÿтĕлевĕн чи эффективлă тата шанчăклă мелĕсенчен пĕри. Вируссенчен сыхланас тесен ăна кашни çулах тумалла.

Районта пурăнакансен грипран асăрханас тесен участокри терапевтсем патне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене е фельдшерпа акушер пункчĕсене каймалла.

Пилĕк çула çитмен ачасен, çире пур хĕрарăмсен, 65 çултан аслăрах çынсен, медицина ĕçченĕсен, вăрах чирпе аптăракансен прививкăна обязательнăй йĕркепе тутармалла.

Специалистсем вакцинаци шăнса пăсăлнинчен мар, вăл организма гриппа йывăр чирлессинчен сыхланине аса илтереççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика