Сывлăх – чăн пуянлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.09.2019, 16:14 Просмотров: 521

Пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе ытларах аслă ăрурисем аптраççĕ. Вĕсен сывлăхне çирĕплетесси пирки район тĕп больницин врач-неврологĕпе Николай Михайлович Федоровпа калаçатпăр.

– Николай Михайлович, ватăсен пуç мимин юн çаврăнăшĕ мĕнле сăлтава пула пăсăлать?

– Çулсем иртнĕçемĕн пуç мимин клеткисене юнпа тата кислородпа тивĕçтересси япăхланать. Хăш-пĕр участоксенчи функци ĕçĕ-хĕлĕ пăсăлнăран клеткăсем вилме пултараççĕ. Этем хăвăртах пурнăçран уйрăлать. Паллах, пуç мимин юн çаврăнăшĕ япăхланнин çак сăлтавĕсене палăртмалла. Çуллă, шаритленĕ çимĕçсене, специсене апатра ытлашши усă курни, алкогольлĕ шĕвексем тăтăшах ĕçни холестерина нумайлатать, çавна пула юн тымарсем питĕрĕнсе лараççĕ. Пуç мимин кăна мар, ытти органсен те юн çаврăнăшĕ пăсăлма пултарать. Чĕлĕм тĕтĕмĕпе тымар тонусĕ пĕчĕкленет. Çавăн пекех стресс лару-тăрăвĕ, пуç ывăнни, кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пулни, чĕрепе юн тымарĕсен, аллерги чир-чĕрĕ, сахăр диабечĕ, артери гипертензийĕ пуç мимин юн çаврăнăшне пăсать.

– Чире епле пĕлме пулать?

– Малтанхи тапхăрта чире пĕлме кăткăсрах. Вăхăт иртсен чир палăрăмĕсене асăрхатăн. Пуç ыратать, çаврăнать, куç вăйĕ чакать, хăлхара сас-чÿ илтĕнме, шăнăр туртма пуçлать. Хăш-пĕр чухне ÿт температури хăпарать. Юн тымарĕсем питĕрĕнсе ларсан е татăлсан, нерв клеткисем амансан инсульт çапать. Медицинăра ишемиллĕ тата геморрагиллĕ инсульта уйăраççĕ.

Ишеми инсульчĕ чухне пуç хытă ыратать, çур кĕлетке пĕлми пулать. Асăрхăр, геморрагиллĕ инсульт пуç миминчи юн тымарĕсем тăтăшах пăвăнсан пулать. Çыннăн кулли чалăш (симметрисĕр), пуплевĕ уçăмлă мар, пуçĕ çаврăнать, ал-ура туйми пулать, куç вăйĕ чакать. Чирлĕ çын йĕркеллĕ утаймасть, астăвăм япăхланать. Пациента вăхăтра пулăшу памасан вăл пурнăçран уйрăлма пултарать.

Чир аптратма пуçланăранпа 6 сехет иртмен пулсан пациента интенсивлă терапи блокне хураççĕ, каярахпа реабилитаци уйрăмне куçараççĕ.

– Юн тымарĕсен энцефалопатийĕ пирки ăнлантарса парăр-ха.

– Энцефалопати – пуç мими чирлесе улшăнни. Атеросклероз е артери гипертонине пула аталанать. Ку чир чухне астăвăм япăхланать.Тимлĕх чакать, ăс-тăн хавшать. Этемĕн утти йывăрланать. Тĕрĕсрех каласан вăл кăшăртаттарса утма пуçлать. Сиплемесен чир шала кайма пултарать. Апат çăтма йывăрланать. Чирлĕ çын сăмахсене тĕрĕс мар калама пуçлать. Унăн пÿрнисем чĕтреççĕ, каяшĕсем туха-туха каяççĕ. Çавăнпа та хăвăра япăх туйма пуçласанах тухтăр патне каймалла. Невропатолог консультацийĕ кирлĕ.

– Пациентăн пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлнин паллисем пулсан ăна мĕнле диагностика меслечĕсемпе тĕрĕслеççĕ?

– Тухтăр вăл-ку амака асăрхасан пуç мимине КТ( компьютер томографийĕ) е МРТ (магнитпа резонанс томографийĕ), мăйăн тата пуç тымарĕсен УЗИ тĕпчевне, çурăм шăммине тата мăя рентген тума, реоэнцелографи витĕр тухма хушать. Çавăн пекех юн-шăк анализĕсене памалла. Паллах, патологине тĕрĕсрех палăртас тесен тухтăр ытти тĕрĕслевсене те ирттерет.

Чир-чĕре сиплеме эмел таврашĕ пулăшмасан хирурги меслечĕпе усă кураççĕ.

– Николай Михайлович, сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла?

– Ватăсен пуç миминчи юн çаврăнăшне лайăхлатас тесен сывату физкультурине ирттерме юрать. Упражненисен комплексне врач хатĕрлет. Çавăн пекех физиотерапи, рефлексотерапи, механотерапи меслечĕсем те усăллă. Юн çаврăнăшне йĕркене кĕртме çурăма тата мăйсен мышцине массаж туни те пулăшать. Анчах та астăвăр, массаж чир-чĕртен пĕтĕмпех сиплемест. Халăх медицинин хăш-пĕр мелĕсемпе усă курма пулать. Тĕслĕхрен, валериана, катăркас (боярышник), пĕтнĕк (мята), корвалол, пустырник шывĕсем юн тымарĕсен тонусне ÿстереççĕ. Анчах та вĕсене врачпа канашланă хыççăн кăна ĕçмелле. Чир аптратсан апат рационне улăштармалла. Кунне темиçе хутчен пысăк мар порцисемпе çимелле. Ирхине апатланмаллах. Каçхине çывăрас умĕн икĕ сехет маларах апат çимелле. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла. Талăкне 7 сехетрен кая мар çывăрмалла. Юн çаврăнăшĕ япăхланнипе аптракан ватăсен уçăлма час-часах тухмалла. Çулçÿревсем, санаторипе курорт сиплевĕсем усăллă. Сывлăх – пуянлăх. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулас тесен чире шала ямалла мар. Тухтăр сĕнĕвĕсене тĕпе хурса сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла.

Елена ПОРФИРЬЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика