Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец Чăваш Республики халăха спортпа тата физкультурăпа туслаштарас енĕпе малта пыракан регионсен шутĕнче тăнине палăртнă.
«Президент указĕ пирĕн ума спортпа тата физкультурăпа туслисен йышне ÿстерме тĕллев лартрĕ. Пирĕн çак хисепе 55 процента çитермелле. Хальхи вăхăтра – 39,8 процент. Эпир палăртнинчен малта пыратпăр. Тĕрлĕ регионта лару-тăру тĕрлĕрен. Малта пыраканнисем, тĕслĕхрен, Краснодар крайĕ, Астрахань облаçĕ, Санкт-Петербург, Мордва тата Чăваш Республикисем, Пенза, Тюмень облаçĕсем», – тенĕ Ольга Голодец «Раççей – спорт çĕршывĕ» форумăн йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче.
Статистика кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 2019 çул пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансен 44,8 проценчĕ физкультура тата спорт занятийĕсене хастар хутшăнать.
Ноябрь 2024 |