Аталанма çĕнĕрех майсем уçăлчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019, 08:50 Просмотров: 536

Квадрокоптерсем, 3D-принтерсем, ытти çĕнĕ технологи... – ача-сен аталанма, пуласлăха йĕркелеме тата çĕнĕрех майсем уçăлчĕç. Ытларикун пĕтĕм çĕршыври пекех Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче «Ÿсĕм точки» аталану центрĕсем ĕçлесе кайрĕç.

Вĕсем «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе пурнăçланнине çырнăччĕ. Вăл чăннипех те шкул ачисене цифра технологийĕсене тата гуманитари наукисене тарăннăн алла илме май парĕ.

«Ÿсĕм точки» центрăн никĕсĕ çинче «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» тата «Физкультура» предмечĕсене кăна мар, хушма пĕлÿ программисене те – IT-технологипе, медиатворчествăпа, шахмат пĕлĕвĕпе, проект тата урок тулашĕнчи ĕç-хĕлпе, çавăн пекех социокультура мероприятийĕсемпе çыхăннисене – пурнăçа кĕртĕç.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта çĕнĕ центра йĕркелеме çуллахи вăхăтра пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. «Ÿсĕм точкин» пÿлĕмĕсем унччен ĕç урокĕсем иртнĕ çуртра вырнаçнă. Тĕплĕ юсав хыççăн кунта технологи, физкультура, биологи облаçĕсем валли кабинетсем туса хунă. Биологи урокĕ валли лаборатори, ĕç урокĕ валли оборудованисем килсе çитнĕ ĕнтĕ. Кĕçех шкул информатикăна аталантарма çĕнĕ йышши компьютерсемпе тата интерактивлă комплекссемпе пуянланĕ.

Вĕренекенсене çак пулăмпа саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çĕнĕ центрăн пĕтĕм майĕпе туллин усă курма, шкул предмечĕсене кăна мар, хушма пĕлÿ программисене те хастартарах ăса хывма чĕнсе каларĕ.

Шкул директорĕ Сергей Петрович Ильин «Ÿсĕм точки» ачасен пултарулăхĕпе талантне, мал шухăшĕсене аталантарма çул уçакан площадка пулнине палăртрĕ. Центр туллин октябрь уйăхĕнчен ĕçлесе каяссине пĕлтерчĕ.

Пÿлĕмсемпе, çĕнĕ оборудованипе паллашнă май шкул ачисен паянхи тата пулас ăрăвне ырă туйăмпа ăмсанмалли çеç юлать. 3D-принтерсене тата ытти оборудование пула, акă, 3D-моделирование, прототипирование, компьютерлă черчение алла илме пулать.

Паянхи пурнăçра ачасенче хăрушсăрлăх темине те вăйлă хываççĕ. Çĕнĕ центрта, акă, сăмахран, пирвайхи медицина пулăшăвне кÿме çĕнĕ йышши тренажер-манекенсем çинче вĕрентĕç.

Калининăри вăтам шкулта та «Ÿсĕм точкине» чыслă лару-тăрура уçнă.

– Кунашкал центра вырнаçтарма пирĕн шкула суйласа илнĕшĕн пĕтĕм ача, коллектив, ашшĕ-амăшĕ савăнать. Вăл вĕренекенсен пĕлÿ пахалăхне çĕклес тĕллевлĕ-çке. Эпир те мĕнпур технологие алла илессишĕн çине тăрса ĕçлĕпĕр, – терĕ телефонпа шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика