Çанталăк чăрмав кÿрет пулин те район аграрийĕсем акнă-лартнă культурăсене çухатусăр пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.
Халĕ чылай хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» пухса илессишĕн хĕрÿ ĕç пырать. Ĕнерхи кун тĕлне районĕпе лартнă лаптăкăн 78 процентне пухса кĕртнĕ.
«Агрохмель» тулли мар яваплă обществăн çĕрулми лаптăкĕ 100 га ытла йышăнать. Ăна копалкăпа тата комбайнпа кăлараççĕ. Ершепуçсене уйри çĕрулмине пуçтарма вырăнти халăхсăр пуçне хамăр районти тата Йĕпреç тăрăхĕнчи ялсенчен чылаййăн пулăшаççĕ.
– Пирĕн ял хастарĕсем ушкăнпа пухăнса темиçе çĕрте ĕçлеççĕ. Маларах эпир Элĕк районĕнчи пĕр хуçалăхра тăрăшрăмăр. Халĕ «Агрохмеле» пулăшас терĕмĕр, – терĕ Шĕнер Ишек тăрăхĕнчен килнĕ Раиса Порфирьева.
Вăр-вар уйри халăх. Çĕрулми ăнса çитĕннĕрен сеткăсем те хăвăртах тулаççĕ. Пухнă çĕрулмине склада та хураççĕ, усламçăсене те сутаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |