Пуканкассинчи Марияпа Алексей Павловсем ялти хисеплĕ мăшăр. Вĕсем çемье çавăрнăранпа 63 çул çитнĕ. Иккĕшĕ нумай çул пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ. Çак тапхăрта темĕн те курма тивнĕ пулĕ, анчах йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттернĕ, çемье сукмакĕпе малалла утнă.
Павловсен çулĕсем пур: Мария Никитична 86-ра, Алексей Павлович – 87-ре.
– Пурнăç пире хытах тĕрĕслерĕ. Мăшăрпа виçĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелерĕмĕр. Пурне те ура çине тĕрĕс-тĕкел тăратрăмăр, ывăлсем салтака кайма юрăхлă пулчĕç. Савăнса кăна пурăнмалла пек, çук вĕт, хуйхă çине хуйхă тупăнсах тăчĕ. Малтан пĕри, хыççăн тепри çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ, кайрантарахпа тепĕр ачине те пытарма тиврĕ. Мĕн чухлĕ куççуль юхтармарăм-ши? Юратнă упăшка та улшăнчĕ, уншăн та хаваслă кунсем çухалчĕç. Юн пусăмĕ хăпарнипе асапланма пуçларĕ. Эрехпе ашкăнман, çăвара чĕлĕм хыпман Алексее вара вунă çул каялла шалкăм çапрĕ. Хыççăн больницăра вăхăт нумай ирттерчĕ. Апла пулин те йывăр чиртен тĕппипех сывалаймарĕ. Халĕ темиçе çул пÿртрен те тухмасть, çутă куна ытларах диван е çемçе пукан çинче ларса ирттерет. Пулăшусăр утаймасть. Хăлхи витĕрех илтет пулин те, сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн çеç калать. Мăшăр пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланать, – терĕ Мария Никитична.
Унран кунĕпе те уйрăлмасть: апат пĕçерсе çитерет, кĕпе-йĕмне улăштарать. Хăйне те шалкăм çапнă. Çавах та кил таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлама вăй-хал çитерет. Юн пусăмне кашни кун тĕрĕслет, ăша эмел ямасăр пурăнма пултараймасть. Вăл иккĕмĕш ушкăн инваличĕ.
– Сергей ялтах тĕпленнĕ. Çемьеллĕскерĕн хăйĕн уйрăм çурт. Вăл кунсерен килет. Ывăл çине шанăç чăннипех те пысăк. Тĕрĕссипе, ĕмĕр иртни пĕрре те сисĕнмерĕ. Халь ĕлĕкхи пек çутă ĕмĕтсем çук ĕнтĕ, тахçанах хыçа юлчĕç вĕсем. Ывăлпа кинĕн тата мăнуксен сывлăхĕ çирĕп пултăр тата хăйсене йĕркеллĕ тытчăр тетпĕр, – калаçăва малалла тăсрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Иккĕшĕ те пурнăçне колхозпа çыхăнтарнă: Алексей Павлович фермăра операторта, арманта нумай çул ĕçленĕ, Мария Никитична выльăх-чĕрлĕхрен уйрăлман.
– Ĕне те сунă, пăру та пăхнă. Пилĕк класран ытла вĕренме тÿр килмерĕ. Хырăм выçать, çăкăр çиес килет, çавăнпа та колхозра ĕçе пикентĕм. Эпĕ Мăн Хирлепре çуралнă. Шкул çулĕсенчех ĕçре пиçĕхнĕ. Кăшман ани валеçсе паратчĕç. Çу каçипе çумкурăк çумлаттăмăр. Кĕркунне çĕрулми кăларма яратчĕç. Уйра хальхи пек техника çук, йăлтах алă вăйĕпе пурнăçламалла. Тулли михĕсене путвала лашапа турттараттăмăр. Çанталăка уяса тăман, уйра тăрмашнă, – иртни патне таврăнчĕ Мария Павлова.
Хĕр шутне кĕрсен ăна куç хывакан тупăнсах тăнă, анчах пĕрне те çывăха яман, мĕншĕн тесен чунĕ туртман. Пуканкассинчи А.Павловăн йăмăкĕ Ольга Мăн Хирлепе качча пынă. Вăл Мария Никитичнăна хăйĕн пиччĕшĕпе паллаштарма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Каланă – тунă: иккĕшне сăлтав тупса тĕл пултарнă. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне пĕрре курнипех килĕштерсе пăрахнă. Вăхăта нумай тăсман, чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ.
– Хунямапа вăтăр çичĕ çул пурăнтăмăр. Ăна ялан хакланă, ун сăмахĕсенчен нихăçан та иртмен. Мана ылтăн ывăл çитĕнтерсе панă тесе пĕрре мар каланă. Чăн та, шăпа ырă çынпа тĕл пултарчĕ. Ку таранччен те пĕр-пĕрин çине сас хăпартса калаçнине ас тумастăп. Çемьере арçын хуçа пулмаллине ялан асра тытнă. Иксĕмĕр те ĕçе юратнă. Мунча пурине мăшăрпа турăмăр. Вăл йывăçа пуртăпа чутлать, эпĕ те ун пекех ĕçлетĕп. Çын пулăшăвĕсĕр мунча туса лартрăмăр, – сăмаха малалла шутарчĕ М.Павлова.
Унăн Хирлепри кирпĕч заводĕнче те ĕçлеме тÿр килнĕ. Çав вăхăтра çĕнĕ пÿрт çĕклесе лартма тĕллев тытнă, кирпĕч турттарса килнĕ. Завод дирекцийĕ йывăçпа та пулăшнă. Çапла майпа хăйсене пурăнма чаплă çурт тунă. Укçа-тенкĕ çитсе пытăр тесе выльăх-чĕрлĕхне те тытнă: ачисене те пăхса çитĕнтермелле пулнă-çке.
Павловсем нушине нумай курнă, халĕ те йывăрлăхĕ вĕсенчен уйрăлмасть. Мария Никитична акă алă-ура хытса ларасран ал ĕçĕ тăвать, тĕрлеме уйрăмах килĕштерет. Иккĕшĕ те çулталăкра икĕ хутчен больницăна кайса сипленеççĕ.
– Мăшăра салтакра пĕри çĕр çула çитессине каланă. Ун чухлĕ пурăнма пултарĕ-ши, пĕлейместĕп. Хуйхă нумай пĕтерчĕ, хама та хытах çапса хуçрĕ. Виçĕ ачана пытарасси питех те йывăр, чĕрери ĕмĕрлĕх суран вăл, – пĕлтерчĕ ватă çын.
М.Павлова пуçа усмасть. Хăйне валли пурнăçра çывăх çын тупăннишĕн телейлĕ тесе шутлать.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |