Республикăри юханшывсемпе кÿлĕсенче пăр ларма пуçланă вăхăтра çынсем шар курнă е вилнĕ усал тĕслĕхсем тăтăшах пулкалаççĕ, çавăнпа çак тапхăр уйрăмах хăрушă шутланать.
Хăрушлăх пысăкккине шута илсе Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн патшалăх инспекторĕсем шкулсенче ĕçлекенсемпе ачасене, çавăн пекех пулăçсене, пăр тăрăх шикленмесĕрех çÿрекенсене астумалăх çырнисене (памятка) валеçсе параççĕ.
Юханшыв е пĕве урлă каçас тесен пăра малтан тимлĕн сăнамалла. Унăн тĕсĕ симĕсрех е кăвакрах пулмалла. Çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть. Çыран хĕрринче, шыв хытă юхакан, çăлкуç тапакан, канализаци шывĕ юхса тухакан, хулăн юр выртакан, хăмăш ÿсекен вырăнсенче пăр çÿхерех – çавнашкал вырăнсене пыма тăрăшмалла мар. Пăр çинче çын çÿренĕ «сукмакпа» утмалла. Ун пекки çук-тăк хăвăр маршрута палăртмалла, вăрăм та çирĕп патак илмелле, иккĕленÿ çуратакан лаптăксенчен пăрăнса иртмелле. Пăр авăнчăкрах пулнине, шатăртатнине, ун çийĕнче шыв пуррине асăрхасан-илтсен пĕр тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла: урана сарса, пăр çийĕпе шутарса (çĕклемесĕр). Е упаленмелле, шумалла.
Ноябрь 2024 |