Çутçанталăка сиен кÿресрен хÿтĕлесси, çынсене ăнăçлă тата хăрушсăр тавралăхра пурăнма майсем туса парасси прокуратура енчен яланах тимлĕхре пулнă.
Хальхи вăхăтра та çак çивĕч ыйтусемпе çыхăннă саккунсен пурнăçлавне Вăрнар район прокуратури çирĕп асăрхаса тăрать. Кăçал та çутçанталăк сыхлавĕ тĕлĕшпе тĕрĕслевсене районта темиçе те ирттернĕ. Уйрăммăн илсен, производствăпа йăла тасамарлăхĕсене тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнин каяшĕсене мĕнле пухса тирпейленине, чĕрчунсене яваплăха туйса усранине тимлĕн тишкернĕ. Тавралăха сиен кÿнĕшĕн организацисемпе предприятисем тÿлеве вăхăтра хываççĕ-и, вăрманпа саккунлă усă кураççĕ-и, пестицидсемпе агрохимикатсене упрасси тата çĕре хывасси хăрушсăр пурнăçланать-и – çакă тата ытти те пачах тимлĕхрен тухман.
Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче ку йĕркесене пăснă 48 (пĕлтĕр çак тапхăрта – 34) тĕслĕхе тупса палăртнă. Саккуна пăснине пĕтерме хушса 24 представлени тăратнă, айăплисем тĕлĕшпе административлă 9 ĕç пуçарнă, 5 тавăçпа суда тухнă.
Раççей Конституцийĕнче çырнă тăрăх, çĕршыври кашни гражданинăн хăрушсăр тата хăйĕншĕн сиенсĕр тавралăхра пурăнма право пур. Çакнах «Таврари çутçанталăка хÿтĕлесси» федераллă саккунпа та çирĕплетнĕ. Ку саккунăн 3-мĕш статйипе килĕшÿллĕн юридици сăпачĕсем те, уйрăм çынсем те тавралăха витĕм кÿрекен хуçалăх тата ытти ĕç-хĕле çынсен çак правине уяса пурнăçлама тивĕçлĕ.
Асăрхав ĕçĕ-хĕлĕ йĕркипе çавăн пекех район прокуратури çÿп-çап купаланă санкцилемен вырăнсене тупса палăртнă. Улттăшне – районти 4 поселени территорийĕсенче, теприне – Вăрнар вăрман хуçалăхĕн участокĕнче. Çитменлĕхсене пĕтерме хушса Вăрнар хула тата виçĕ ял поселенийĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, çавăн пекех «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн директорĕ ячĕпе пĕтĕмпе 5 представлени çырнă. Должноçри икĕ çынна административлă явап тыттарнă.
Куратпăр, прокуратура йышăннă мерăсен витĕмĕ пысăк. Саккунлăха тивĕçтернипе пĕрлех вĕсем тăван тавралăха типтерлĕн упраса пыма пулăшас тĕллевлĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |