Ырă тĕслĕх кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020, 13:14 Просмотров: 403

Чĕлĕм туртасси çамрăксем тата хĕрарăмсем хушшинче анлă сарăлни – çав тери çивĕч ыйту. Çак сиенлĕ йăлапа «выляса» туслашни те вăрттăнлăх мар. Анчах та организма вăл мĕн тери сиен кÿнине темшĕн манаççĕ.

Енчен те ача ир туртма пуçланă пулсан, 12–13 çул тĕлне вăл йывăррăн сывлама пуçлать, унăн чĕре ритмĕ пăсăлать. Çула çитмен çамрăксем çулталăк ытларах кăна туртнă пулин те, ученăйсем кунашкаллисен сывлав шайлашăвĕн механизмĕ пăсăлнине палăртаççĕ. Вĕсем шăнса, распираторлă çивĕч тата вар-хырăм чирĕсемпе чирлеме пуçлаççĕ.

Никотин тата чĕлĕм тĕтĕмĕн наркăмăшĕ пуç мимине те вăйлă сиенлет. Юн çаврăнăшĕн тытăмĕ япăх ĕçлеме пуçлать. Ăс-тăн мăкалать, астăвăм япăхланать, хăвăрт ывăнтарать. Чĕлĕм туртни çамрăксен ар органĕсем аталанасси çине те витĕм кÿрет.

Туртакан хĕрарăмсен ача çуратнă чухне йывăрлăхсем пулаççĕ. 41,5 проценчĕн вуçех ача пулмасан та пултарать. Вĕсем пыр парĕсен чирĕсемпе ытларах чирлеççĕ, климакс ир пуçланать.

Чĕлĕм туртни организма пĕтĕмĕшле хавшатать. Унпа кĕрешессинче çамрăксене пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани пани, чĕлĕм сывлăхшăн хăрушă пулнине ăнлантарни тĕп вырăн йышăнать. Аслисен ырă тĕслĕхĕ кирлĕ. Учительсен, воспитательсен, ашшĕ-амăшĕн ачасем умĕнче пачах та туртас çук. Сывлăха тавăрма çăмăл мар!

З.Ежукова,

врач-эпидемиолог.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика