2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ мăшăрсене мĕнле шута илĕ? Чăваш енре миçе çемье? Ачасене пĕччен çитĕнтерекен амăшĕсемпе ашшĕсем нумай-и?.. – çаксем пирки çыравсем ирттерсе кăна пĕлме пултаратпăр.
Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕн листисенче мăшăрсен çичĕ хурав пама тивĕ: мăшăрланăва регистрацилени е регистрацилеменни, уйрăлни, официаллă майпа уйрăлни, мăшăрĕ вилнĕ, нихăçан та качча кайман е авланман, мăшăрпа пурăнманни пирки.
Иртнĕ çырав кăтартăвĕсем тăрăх, 16 çул тултарнисем тата унтан аслăраххисем республикăра 1041,2 пин çын шутланнă, вăл йышран 474,3 пин арçын тата 566,9 пин хĕрарăм. Мăшăрланнине регистрациленĕ 288 пин арçын тата 290,8 пин хĕрарăм пулнă. 126,6 пин арçын пĕрре те авланман, 106 пин хĕрарăм пĕрре те качча кайман. Уйрăм пурăнакансем тата официаллă майпа уйрăлнисем – 27,4 пин арçын тата 44,8 пин хĕрарăм.
35 çула çитичченхи çамрăк çемьесене илсен, 52,8 проценчĕ ачаллă, 32,9 процентĕнче амăшĕ ачисене пĕччен ÿстерет. Ачисене пĕччен ÿстерекен ашшĕсем – 2,1 процент, ачасăр çемьесем – 12,2 процент.
2010 çулта пĕччен пурăнакан çамрăк амăшĕсенчен 82,2 проценчĕн пĕр ача пулнă, 15,9 проценчĕн – икĕ, 1,9 проценчĕн виçĕ тата ытларах ача шутланнă. Пĕччен пурăнакан ашшĕсенчен 87,3 проценчĕн пĕр ача, 11,7 проценчĕн – икĕ, 1,0 проценчĕн виçĕ тата ытларах ача пулнă.
Çакă та интереслĕ: хĕрарăмсем, мăшăрланнине официаллă майпа регистрацилемесĕр е, урăхла каласан, çырăнмасăр пурăнаççĕ пулин те, хăйсене качча кайнă тесе шутлаççĕ. Арçынсем вара ун пек чух хăйсене авланман теççĕ. Çакнашкал пулăм çыравсем вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕршывсенче палăрать. Экспертсем çавна хĕрарăмпа арçын психологийĕпе шухăшлавĕ тĕрлĕрен пулнипе ăнлантараççĕ. Юлашки 10 çулхи улшăнусене Пĕтĕм Раççейри çитес çырав кăтартĕ.
Чăвашстат.
Ноябрь 2024 |