Хирлеп кĕперĕ урлă каçсан совет саманинчи пурнăç аса килет.
Мĕншĕн тесен ун чухне республикăра усă курман çĕрсем çукпа пĕрехчĕ, çул айăккипе тырă, çĕрулми е ытти культурăсем ешеретчĕç. Çуркуннепе ака ĕçĕсем тăвакан, çурла уйăхĕ çитсен туса илнĕ продукцие пуçтаракан ял хуçалăх техники ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлени таврана илем кÿретчĕ.
Шупашкарпа Вăрнар хушшинчи çулпа час-часах çÿреме тивнĕ май хальхи вăхăтра чылай çĕрте совет саманинче малти ретре пулнă ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтсе ларни, вĕсен уй-хирĕсенче мăян алхасни чуна ыраттарать. Çак туйăм Хирлеп кĕперĕ урлă каçса хамăр районти «Броневик» хуçалăх территорийĕпе пынă чух сирĕлет, ун ĕçченĕсемпе ертÿçи ĕлĕкхи традицисене мала хурса вăй хуни уççăнах курăнать. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕ ура çинче çирĕп тăни, унти халăх агротехника мелĕсемпе усă курса тăрăшни Услапа Нурăс тĕлне çитсенех палăрма пуçлать. Кĕпер урлă каçсанах сулахай енче кашни çул юсаса ветеринари саккунĕсемпе килĕшÿллĕн извеçпе шуратса таракан ĕне фермин çурчĕсене, ун çумĕнчи улăхра зоотехника йĕркисене пăхăнса ятарлă картасем тытса çавăрнă кĕтÿ çÿретмелли вырăнсенче ăратлă ĕнесем çÿренине, хĕле валли хатĕрленĕ утă урисемпе тулли сенаж траншейисене асăрхамасăр иртме çук. Мачамăш патнелле çывхарнă май çулăн икĕ енĕпех кашни çул ака-суха ĕçĕсене пусă çаврăнăшне пăхăнса тунине, унта ял хуçалăх техники тирпейлĕ ĕçленине курни те кăмăла çĕклет. Интернет пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх ертÿçисем ĕçлекенсен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерессине те мала хураççĕ, фермăра ĕне сăвакансен, трактористсен уйăхри вăтам шалăвĕ 15–20 пин тенкĕпе танлашать иккен.
Хуçалăхăн кашни ялне асфальтлă çул кĕрет, Хăмăш варринче культура вучахĕн çурчĕ мăнаçлăн курăнса ларать. Предприятин Октябрь революци тапхăрне сума суса панă ятне те хуçалăх ĕçченĕсем хисеплĕн упраççĕ, çакă ял çумĕнче вырнаçтарнă стела çинче те лайăх курăнать.
Чăннипех те хуçалăх ĕçченĕсем пухнă традицисене паянхи кун та упрани, çитĕнÿсене çĕнетсе малалла тăсни сисĕнет. Хуçалăх Шупашкар–Сурское автоçул çинче пулнă май унăн пултарулăхне кунсерен пиншер иртен-çÿрен курса лайăх хак парать. Çакăншăн «Броневик» хуçалăха Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх отраслĕн визитлă карточки тесе калас килет.
Маттурсем, «Броневик» хуçалăх ĕçченĕсем!
Геннадий ИВАНОВ.
Ноябрь 2024 |