Вăрнарсем те хастар хутшăнаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:20 Просмотров: 646

Декабрĕн 20-мĕшĕнче çĕршывăн мĕнпур регионĕнче «Полицейски Хĕл Мучи» ыркăмăллăх акцийĕ старт илнĕ. Раççейĕпех сарăлнă пысăк мероприятие РФ Шалти ĕçсен министерстви обществăлла канашсен пулăшăвĕпе ирттерет.

Çĕнĕ çул умĕн тата каникулпа кану кунĕсенче йĕрке хуралçисем шкулсенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ăнăçсăр çемьесенчи ачасене саламларĕç. Тĕрĕссипе, акцин тĕп шухăшĕ анлă. Полици ĕçченĕсем ача-пăчана савăнтарса уяв парнеленипе пĕрлех профилактика ĕçне те тимлĕх уйăрасшăн. Вĕрентÿллĕ вăйăсем урлă йĕркелĕхе, саккунсене пăхăнма чĕнсе калани те, çул-йĕр правилисене аса илтерни те ăса хăвăртрах хывăнать-çке.

Чăваш енре ыркăмăллăх мероприятийĕсене пĕрремĕшсен йышĕнче муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн сотрудникĕсем хутшăннă, вăхăтлăха профессие «улăштарса» Хĕл Мучи пулса тăнă. Çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен тата ГИБДД инспекторĕсем, полицин участокри уполномоченнăйĕсем тата ытти подразделенисен сотрудникĕсем шкулсенчи уявсене çитнĕ, хăйсем профилактика темисемпе вăйă-уроксем йĕркеленĕ, калаçусенче кулленхи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хускатнă. Профилактика учетĕнче тăракан çемьесем, «йывăр» ачасем те тимлĕхсĕр юлман.

Акци йĕркипе иртекен мероприятисем январĕн 15-мĕшĕччен тăсăлаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика