Çĕнĕ сăмахсемпе пуян

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2021, 08:29 Просмотров: 500

Тăван чĕлхене тата культурăна упраса хăварас ĕçре словарьсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсенче халăх тавракурăмĕ, аталанăвĕ, пурнăçĕ палăраççĕ. Икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ словарьсем уйрăмах кирлĕ.

Чăваш тата тĕрĕк лексикографийĕнче тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ пысăк калăпăшлă вырăсла-чăвашла (1951, 1971), чăвашла-вырăсла (1961, 1982, 1985) словарьсем паянхи кун та алăран каймаççĕ. Анчах та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕлĕхпе пĕрле тĕрлĕ сăмахсем пурнăçа кĕреççĕ, халăхра аталанаççĕ. «Чĕлхемĕр çĕнĕ сăмахсемпе, хальччен пулман пĕлтерĕшсемпе пуянланчĕ, кивелнĕ ятсем вара айăккинелле сирĕлчĕç, манăçа туха пуçларĕç», – тесе палăртнă «Чăвашла-вырăсла словарь. Чувашско-русский словарь» çĕнĕ кăларăмăн «Умĕн каланинче».

Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ, ăна хăй пурăннă чухне М.И. Скворцов (1933–2016) хатĕрленĕ, анчах пичетлеме ĕлкĕреймен. Словарь икĕ томран тăрать, хальлĕхе пĕрремĕш томĕ тухнă. Унта чăваш алфавитĕнчи А–Р сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кĕнĕ. Кашнине ăнлантарнисĕр пуçне унăн этимологине те илсе панă. Çавăн пекех унта тĕрлĕ патшалăх, Раççейри регионсен тата ытти географи объекчĕсен ячĕсене кĕртнĕ, мифологи терминĕсене тимлĕх уйăрнă.

Ольга ФЕДОРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика