Финала лекни çĕнтерÿпе танах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.12.2021, 08:30 Просмотров: 593

Республикăра патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприяти-орга-низацисен пресс-службисем хушшинче професси ăсталăхĕн «PRофи-21» конкурсĕ иртнĕ.

79 конкурсантран 32-шĕ финала тухнă. Вăл шутра район администрацийĕн пресс-секретарĕ Елена Анисимова тата «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн общественноçпе ĕçлекен специалисчĕ Людмила Иванова та.

Чи лайăххисене палăртма йĕркелÿçĕсем тĕрлĕ заданисем хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕри – Чăваш ен бренчĕсемпе имиджне çĕклессипе пиар-проектсем шутласа кăларасси, ун тăрăх пахалăхлă пресс-релиз сĕнесси. Конкурса хутшăнакансем тĕрлĕ лайăх шухăшсемпе палăрнă.

Финала лекни çĕнтерÿпе танах. «Кашни хăй тытăмĕнче ĕçленĕрен проектсем тĕрлĕрен пулчĕç. Кунашкал опытпа паллашни ĕç вырăнĕнче ÿсесси-аталанасси çине ырă витĕм кÿрет. Конкурс питĕ хавхалантарчĕ, çĕнĕ ĕмĕтсемпе çунатлантарчĕ», – пĕлтерчĕç Елена Анисимовапа Людмила Иванова.

Пиар-менеджерсене, маркетологсене, пресс-секретарьсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. «Чăваш Республикине пĕтĕм Раççей пĕлмелле ăнăçлă, чечекленекен регион тăвасси – пурнăçлама пултаракан задача, паллах – эсир пулăшнипе», – тенĕ вăл.

Конкурсантсене хаклакан экспертсен йышне хамăр республикăри çеç мар, Мускаври PR-специалистсем те кĕнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика